Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуртпа лаç çуннă

03 июня 2009 г.

      Пушар тухнипе районта кăçал лару-тăру кăткăсах темелле. Пурăнмалли çурт-йĕр секторĕнче те пушар çине пушар  алхасать. Чылай чухне айăплисем - кил хуçисем хăйсемех, вĕсен çăмăлттайлăхĕ тата асăрханусăрлăхĕ.

Çак сăлтавпах, нумаях пулмасть, районта икĕ хутчен вут-çулăм хаяррăн аташнă. Май уйăхĕн 23-мĕшĕнче, акă, ирхине 5 сехет иртсен Услантăр Енĕшре «хĕрлĕ автан» сас пани пирки пушар хуралне пĕлтернĕ. Кунта пĕр хуçалăхра кил хуçи айăпĕпе çурт верандинче çулăм ялкăшма тытăннă. Вăл кирпĕч çуртăн тăррине, верандăна çунтарса янă. Асăрханусăрлăх хакла ларнă - тăкакĕ 35 пин тенкĕ енне.

Май уйăхĕн 25-мĕшĕнче вара Чăрăш Ишек ялĕнче пушар сÿнтерме тивнĕ. Ку хутĕнче те - уйрăм çын хуçалăхĕнче, каллех - кил хуçи айăпĕпе. Çулăм лаçран тухса (вăл мунчапа пĕр çуртра пулнă) вăй илнĕ, хуралтă тăррине тĕп тунă, лаç стенисене сиенлетнĕ. Малтанхи тĕрĕслев тăрăх, пĕтĕмĕшле тăкак 10 пин тенкĕпе танлашать.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика