Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Налуксем бюджета туллин кĕччĕр

03 июня 2009 г.

     Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи Зинаида Александровна Афанасьева ертсе пыракан районсем хушшинчи 3-мĕш инспекци республикăра малтисен йышĕнче. Вăл тĕрлĕ шайри бюджета налуксемпе тÿлевсем туллин кпухассине тивĕçтерет. Йывăрлăхсем çук мар пулин те, кăçалхи январь-май уйăхĕсенчи кăтартусем аван. Бюджетсене тата бюджета кĕмен фондсене çак тапхăрта 266680 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Вырăнти бюджета  пĕтĕмпе 65804 пин тенкĕ кĕнĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан çакă 111,5 процентпа танлашать.

Паянхи кун тĕрлĕ шайри бюджет тÿлевĕсен парăмĕсем ÿсни - çивĕч ыйту. Ку ÿсĕме чакарас тесе инспекци, РФ саккунĕсемпе тата Налук кодексĕпе килĕшÿллĕн, пуренлĕ мерăсем йышăнать. Налуксем предприятисене тухса çÿреççĕ, ертÿçĕсемпе тĕл пулаççĕ, парăмсен сăлтавĕсене тĕпчеççĕ, ĕç калăпăшĕпе тупăш шайне, ĕç тÿлевĕн вăхăтне, ĕç кунĕн йĕркине пăхаççĕ.

Регистраци органĕсем налук службине тĕрĕс те тулли сведенисемпе тивĕçтерни те налуксем пухас ĕçне пулăшу парать.

Çĕр, пурлăх, транспорт налукĕсен базине çĕнетсе лайăхлатса пыни налук органĕсене чылай çитменлĕхпе йăнăша пĕтерме май панă. Налук тÿлекен кашни çынна парăм пирки пĕлтернĕ. Çакă налуксене бюджета вăхăтра хывассине тивĕçтерет.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика