Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕн кĕрхи тата çурхи тырă калчисем,акнă курăксем аван усе

23 мая 2009 г.

     Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕ кĕрхи тата çурхи тырăсен калчисене, выльăх апачлĕх акнă курăксене лайăх пăхса çитĕнтерет.

280 гектар çинчи çурхи культурăсем пĕр тикĕс шăтса тухнă. Иртнĕ кĕркунне 120 гектар çине акса хăварнă кĕрхи тырăсем те парка çитĕнеççĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсем валли сĕтеклĕ апатсем çителĕклĕ хатĕрлесе хăварасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕр çул ÿсекен курăксен лаптăкне кăçал 170 гектара çитертĕмĕр. Çакна палăртса хăварас килет: пирĕн ял ĕçченĕсем пысăк тухăçлă çĕр улми çитĕнтерме вĕренсе çитнĕ. Пĕлтĕр ăна кашни гектартан 380,6 центнер пухса кĕртнĕ, тухăç енĕпе районта мала  тухнă. Кăçал çĕр улмие 45 гектар çине лартнă.

- Мĕн акатăн - çавă шăтать теççĕ халăхра. Çуракине тухиччен пĕтĕм вăрлăха пĕрремĕш класа тасатса çитернĕ, пысăк тухăç паракан сортсене кăна акнă, минераллă удобренисене 180 тонна хывнă. Халĕ калчасене гербицидпа апатлантараççĕ. «Çуракире Сергей Григорьев, Андрей Осипов, Иван Григорьев, Эдуард Абрамов, Сергей Кириллов хăйсен агрегачĕсене тухăçлă ĕçлеттерчĕç. Эпир кашни çулах, çураки вĕçленнĕ хыççăн, акатуй ирттеретпĕр, уй-хир ĕçĕсенче мала тухнисене хаклă парнесем парса чыслатпăр», - терĕ хуçалăх ертÿçи Валерий Шумилов.

  Мĕнех калăн, ĕçне кура - хисепĕ теççĕ. Çавалкассисем, ака-суха ĕçĕсене вăхăтра вĕçленипе пĕрлех, калчасене пăхса çитĕнтересси çине те пысăк тимлĕх хураççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика