Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç калăпăшне ÿстернĕ

13 мая 2009 г.

            Район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн кăтартăвĕсем тăрăх, районта январь-апрель уйăхĕсенче, пĕлтĕрхи шайпа танлаштарсан, 54,1 процент ытларах промышленноç продукцийĕ кăларнă тата промышленноç енĕпе тивĕçтерÿсем панă. Çав вăхăтрах хамăр тăрăхра туса кăларнă таварсене ăсатнин, хамăр вăйпа пурнăçланă ĕçсемпе тивĕçтерÿсен калăпăшĕ кăшт чакнă, 87,3 процентпа танлашнă.

Пирĕн районта, пурте пĕлетпĕр, промышленноç тытăмĕнче хими производстви тĕп вырăн йышăнать. «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» те тавар туса кăлараслăха самаях ÿстернĕ, 745 миллион та 463 пин тенкĕлĕх продукци ăсатнă. Завод кăларакан ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли хими препарачĕсем çĕр ĕçĕсем пуçланнă тапхăрта питĕ кирлĕ, çавна май предприятин производстви те анлăланать.

Çавăн пекех Вăрнар райповĕнче тата «Вăрнарти йывăç комбиначĕ» обществăра тимлекенсем те ÿсĕмлĕ ĕçленĕ, «Вурнарские ЭЭС» организацин производство калăпăшĕ те пĕлтĕрхинчен икĕ хут пысăкрах.

Апла пулин те Калинино райповĕн тата «Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕн» ĕçĕ-хĕлĕ кăшт чакни палăрать.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика