Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лавкка сентрисем пуян - ял-йышăм, тавар туян!

25 апреля 2009 г.

        Хальхи вăхăтра уйрăм предпринимательсем кашни ялтах тенĕ пекех лавккасем уçма тăрăшаççĕ. Конкуренцие юрăхлă пулас тесен Калинино райповĕнче вăй хуракансен тата хастартарах ĕçлеме, пурнăç таппине тан пыма тивет. Акă правлени председателĕ Светлана Андреевна Емельянова тата суту-илÿ пайĕнче тимлекенсем тăрăшнипе райпон Вăрманкасри лавккине кĕске вăхăтра çĕнетсе улăштарчĕç. Ăна юнкун савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. «Финанс кризисĕ тесе эпир пуçа усса лармастпăр, малалла аталанассишĕн ырми-канми ĕçлетпĕр, - терĕ Калинино райпо Канашĕн председателĕ Лидия Федоровна Миговарова. - Вăрманкасри лавккана ял халăхĕ те, ытти тăрăхра пурăнакансем те хапăлласах çÿреччĕр».

Пухăннă çынсем пĕри те тепри лавкка тулаш енчен те, шалтан та илемленнине кăмăллăн палăртрĕç. Сентресем çинче тата мĕн тĕрлĕ тавар кăна çук пулĕ! Апат-çимĕç продукчĕсем, кил-тĕрĕшре кирлĕ япаласем, шкул хатĕрĕсем, çи-пуç... Хакĕсем çыртмаççĕ. «Халăхшăн  тăрăшатпăр», - терĕ Калинино райповĕн заготовителĕ Ирина Григорьевна Баранова.

Черет тăракансен йышĕ кĕске вăхăтра ÿссе кайрĕ. Фаина Гладкова сутуçă вăр-вар ĕçлет, тавар илекенсене мĕн кирлипе хăвăртах тивĕçтерет.

Вăрманкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Никифоровна Кошкина лавккана уçнăшăн Лидия Миговарована тав сăмахĕ каларĕ, урамра асфальт çул сарассипе хытах тимлеме шантарчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика