Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НАЛУКÇĂСЕМ ЕПЛЕ ПУЯН!

22 апреля 2009 г.

        Почта ещĕкĕнчен хаçатпа пĕрле çыру тухрĕ. Налукçăсем саламласшăн. Ара, налуксене çуллен чипер тÿлесе тăратăп. 2008 çулшăн çулталăк вĕçнелле, октябрĕн 3-мĕшĕнче, хывнăччĕ. Çуллен çапла татăлнă. Канлĕ çывăрнă. Халь вара салам вырăнне «недоимка» тесе палăртнă. Мĕнле ăнланмалла; Çавалкас ял администрацине тухса утрăм. «Недоимка иртнĕ çулшăнах пуль ĕнтĕ», - терĕç унта. Çулталăкшăн пĕрре панă-çке, тепĕр 42 тенкĕ мĕншĕн тÿлемелле; Кăтартман. Киле çитнĕ çĕре ман патра кÿршĕсем лараççĕ. Ман йышши нушапа çула тухнă. Пĕрин недоимки 16 тенкĕ, теприн - 21, виççĕмĕшĕн - 32. Урамри никам чĕнмен пухура та шăв-шав хускатнă. Мĕн пур çыру çине кашнийĕнче 24 тенкĕлĕх марка çыпăçтарнă. Чи ансат конверт 11 тенкĕ те 50 пус тăрать. Нумайăшĕн çырăвĕ «недоимкăран» икĕ хут хаклăраха ларать! Çавалкас ял тăрăхĕнчи тăватă ялпа ик çĕр çыру кăна килнĕ пулсан та, налукçăсем пиншер тенкĕ çилпе вĕçтернĕ. Тен, ытларах; Тен, сахалрах; Питĕ те питĕ тĕрĕссине пĕлес килет, çав çырусене районĕпех салатнă пуль-çке; Недоимщиксен списокне мĕн пурĕ те ял администрацийĕсене тăратас-тăк, ахăртнех, çĕршер пин тенкĕ перекетленетчĕ.

Налукçăсем ав еплерех пуян пурăнаççĕ! Вĕсемшĕн нимĕнле кризис та çук. Пĕтĕм кризис пирнешкел чухăн йыш çине тиенет.

Тепĕр сăмах: налуксене малашне почта уйрăмĕнче тÿлемелле тесе ăнлантарчĕç. Çулталăкра унта виçĕ хутчен утмалла-мĕн. Ял çыннин урăх ĕç те çук тесе шутланă-ши;

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика