Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акцисем иртеççĕ

18 апреля 2009 г.

райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ

 

 

      Раççей Федерацийĕн Правительствин 1996 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кашни çулах апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 5-мĕшĕччен «Парксен маршĕ» тата «Усравлă çĕрсем - çутçанталăк территорийĕсем» ятсемпе акцисем ирттереççĕ. Вĕсен тĕллевĕ - çутçанталăка сыхлас ĕçсене организацисене, халăха явăçтарасси, граждансене экологи тĕлĕшĕнчен пĕлÿ парасси.

Районта тăван тавралăха упрассипе тата сыхлассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Акă Вăрнар поселокĕн сăн-сăпачĕ улшăнсах пырать. Хăтлăх кĕртессипе тата симĕслентерессипе предприяти-организацисем те, уйрăм çынсем те тăрăшаççĕ.  Пĕр тĕллевне вăй хунин «çимĕç» пур. Пĕлтĕр Вăрнар поселокĕ «Чăваш Республикинчи чи хăтлă хула-ял» номинацире палăрнă. Тирпей-илем кĕртессипе Калинино, Уйкас-Кипек ял тăрăхĕсенче те хастар тимлеççĕ.

Çитменлĕхсем пирки те каласа хăвармалла. Вăрнар районĕнче юханшывсем ăшăхланса пыраççĕ. Хăш-пĕр çĕрте урамсем, пĕвесем, çырмасем, вăрман-парк тăрăхĕсем çÿп-çаппа тулса ларнă. Ял тăрăхĕсене пырса кĕрсен стройматериалсем урамрах выртнине асăрхатăн. Çакă  санитари ыйтнине тивĕçтермест тата ялăн сăн-сăпатне те илемсĕрлетет. Çавăнпа экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси пирки кашнин шутламалла.

Картишсене, урамсене тирпей-илем кĕртессипе тата симĕслентерессипе, çăлкуçсене, юханшывсене, пĕвесене тасатассипе ирттерекен экологи кунĕсене, субботниксене ял-хула тăрăхĕсенче пурăнакансен хастар хутшăнмалла. Çĕр кунне (апрелĕн 22-мĕшĕ), радиаци аварийĕсенче, катастрофăсенче вилнисене асăнмалли куна (апрелĕн 26-мĕшĕ), Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна (июнĕн 1-мĕшĕ), Тавралăха сыхламалли пĕтĕм тĕнчери куна (июнĕн 5-мĕшĕ) халалласа мĕнпур ертÿçĕн массăллă мероприятисем ирттермелле.

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика