08 апреля 2009 г.
Анчахрах Элĕкре Чăваш енри фольклор ансамблĕсен зонăри смотрĕ «Алăкран тухрăм, ай, тайăлтăм» ятпа пулса иртрĕ. Унта Улатăр, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Элĕк тата Вăрнар районĕсенчи салтака пултарулăх ушкăнсем хутшăнчĕç. Смотрăн тĕп тĕллевĕ çĕршыв хÿтĕлевçисене ĕлĕк тата халĕ епле ăсатса янине, çамрăксене чикĕре сыхă тăма ватăсем пил панине сăнласа парасси пулчĕ.
Вăрнарсен чысне Мăн Явăшри культура çуртĕнчи «Çăлкуç» ансамблĕ хÿтĕлерĕ. Акă, сцена çине чăвашсен ĕлĕкхи тумне тăхăннă хĕрсен ушкăнĕ тухрĕ. Çĕршыв хуралне каякан каччăсем валли парнесем хатĕрлени, инçе çула тухакансене икерчĕ-кукăльпе, пыл сăрипе хăналани, пулас хÿтĕлевçĕсене ватăсем пил пани, авалхи салтак юррисене хурлăхлăн юрлани - çаксем пурте ансамбль смотра çÿллĕ шайра хатĕрленнине кăтартса пачĕç. Ахальтен мар жюри членĕсем мăн-явăшсен пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç. Уйрăмах Елена Михайлова, Лидия Шарикова, Нина Андреева, Марина Якушкина, Зоя Александрова, Августина Макарова, Ольга Федорова, Лидия Тихонова, Людмила Лаврентьева юрлассипе те, салтака ăсатас йĕркесене пĕлессипе те куракансене тĕлĕнтерчĕç, вĕсен чĕрисене нумайлăха асра юлмалли сăнарсем хăварчĕç.
- Эпир смотра хатĕрленĕ программăра чăваш халăхĕн пурнăçĕ ĕмĕрсем хушши мĕнле аталанса, улшăнса пынине, культурипе историне, йăли-йĕркине сăнласа пама тăрăшрăмăр. Уйрăмах хамăрăн юрă-кĕвĕсенче çамрăксем çĕршыв хуралĕнче ялан сыхă тăнине те сăнарларăмăр, - терĕ «Çăлкуç» ансамблĕн илемлĕх ертÿçи Нина Васильевна Андреева.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"