Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача-пăча кĕнекин эрнинче

08 апреля 2009 г.

Паян кирлĕ информацие тĕрлĕ çăлкуçран тупма май пур, анчах кĕнекене юратма вĕрентесси, ытларах вулама интереслентересси хальхи вăхăтра уйрăмах  пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпех мартăн 30-мĕшĕ - апрелĕн 3-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейри ача-пăча библиотекисенче ача-пăча кĕнекин эрни иртнĕ. Ку уяв - ачасене  кĕнекепе туслашма хавхалантаракан мелсенчен пĕри. Районти тĕп библиотекăн ача-пăча литературин уйрăмĕнче тимлекенсем те унта тĕрлĕ енлĕ те пуян программăпа хутшăнчĕç.

Мартăн 30-мĕшĕнче «Кĕтнĕ хăнасем пуçтарăнчĕç кунта...» ятпа тус-юлташсен каçĕ иртнĕ. Пĕчĕк вулакансем викторина-конкурссенче Вăрманти арçурипе Бармалей хушнă ĕçсене пурнăçласа Ашапатман карчăк патне хăнана çитнĕ, юмахри сăнарсемпе тĕл пулнă. Ытларикун вара  вулав залĕнче «Литература  геройĕсем патĕнче хăнара» черетлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Библиотекарьсем ертсе пынипе ачасем «Юмах ятне пĕл» викторинăна тата «Эсир юмахсене лайăх пĕлетĕр-и;» вăййа хутшăннă. Чи юратнă геройсенчен пĕри - Буратино - ăмăрту тăршшĕпех ачасене хавхалантарса, пулăшса пынă, çĕнтерÿçĕсене унăн  аллинчен парнесем илме те питĕ кăмăллă пулнă. Тĕрĕссипе каласан, юмаха ĕненни пĕчĕк шăпăрлансемшĕн те, аслисемшĕн те кирлĕ, мĕншĕн тесен вăл ыррине кăна вĕрентет.

Апрелĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ, Кайăксен кунне халалланă «Поле чудес» шоу-вăйăра чи телейли те ăнăçли Дарья Сагунова пулнă. Ăна çĕнтерÿпе саламласа «Тĕнчери тĕлĕнтермĕшсене çитсе курма çулçÿрев путевкипе» чысланă.

Кĕçнерникун библиотека ĕçченĕсем ачасене «Модные штучки» илемлĕх салонне чĕннĕ, вĕсене мĕн авалтан пуçласа 19-мĕш ĕмĕрчченхи мода историйĕпе паллаштарнă. «Хăвăн çине пăх» викторинăна тата «Костюм шутласа кăлар» конкурса хутшăнакансем те пылак парнесене тивĕçнĕ.

Ача-пăча эрнин юлашки кунĕнче библиотекарьсем «Çарăк» юмах геройĕсене пурнăçа кăларнă, ку хайлава куракансем умĕнче профессионаллă актерсенчен кая мар выляса кăтартнă. Çавăн пекех кĕçĕн шкул ÿсĕмĕнчи вĕренекенсем «Тавçăрса ил-ха» викторинăра тупăшнă.

Ача-пăча кĕнекин эрнинче иртнĕ конкурссенче хастар хутшăннисене тата пысăк пĕлÿ  кăтартнисене Хисеп грамотисемпе чысласа хавхалантарнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика