Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕн çитĕнĕвĕ-пуçлăх тăрăшулăхĕнче

04 апреля 2009 г.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен яваплăхĕ пысăк: халăхăн кулленхи ыйтăвĕсене татса парассипе çине тăрса ĕçлемелле, общество инфраструктурине аталантарассипе тимлемелле тата ытти ĕçе пурнăçламалла. Калинино ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Николаевна Иванова хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Калинино, Кÿлхĕрри, Шăхаль, Çĕньял, Мачамăш, Хăмăш, Кивьял, Услапа ялĕсен социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшать. Ахальтен мар ĕнтĕ Людмила Николаевна 2008 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕн чи лайăх пуçлăхĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

«Автомобиль çулĕсем тумалли программăна вĕçлени ялсенче пурăнакансене сывлăх сыхлавĕпе вĕренÿ, культурăпа йăла учрежденийĕсем паракан пулăшупа усă курассине лайăхлатма май панă... Çитес икĕ çулта сирĕншĕн тата тепĕр тапхăр пурнăçа кĕрет - ялсен тĕп урамĕсен сетьне асфальт сарасси», - тенĕ Николай Федоров Президент «Чăваш ен çитĕнĕвĕ - кашнин пуçарулăхĕнче»Çырура.

Республика ертÿçин тĕллевне пурнăçлас тесе Людмила Иванова районта чи малтан проект туса  хатĕрленĕ. Çавна май ял тăрăхĕнчи 8 урамра асфальт çул хывĕç. Кунсăр пуçне Калинино салине кĕмĕсĕр кÿршĕ ялсене ÿкекен тавра çул тумалла.

Людмила Николаевна хăйне канăçсăрлантаракан ыйтăва хускатмасăр чăтаймарĕ. Тасатмалли сооружени япăхланса кайни çĕнетсе улăштарма ыйтать. Ку пысăк ĕçе пурнăçлама  проект хатĕр.

Людмила Иванован ертсе пырас ăсталăхĕ пысăк пулни яр уççăнах курăнать. Иртнĕ çул ял тăрăхĕн бюджечĕ 2007 çулхинчен  самай ÿснĕ. Сăмахран, çĕр, пурлăх налукĕсене 112 процент пухнă.

 Такăр çул, пур çĕре те «кăвак çулăм» çитни, урамсене çутă кĕртни ялсен сăнне лайăх енне улăштарать. Халăх йăли-йĕркине, пултарулăхне аталантарма кашни ялта клубсем кирлĕ. Мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕ тăрăшнипе Кÿлхĕрринчи хупăннă шкула пăрахăçа кăларман. Унăн пĕр пайĕнче кăçал пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче клуб уçнă. «Культура «вучахне» хăтлăх кĕртме пулăшнăшăн Вăрнарти аш-какай комбиначĕн гендиректорне Юрий Алексеевич Попова пысăк тав, - терĕ Людмила Николаевна .- Кивĕ клуба вара вырăнти предприниматель туянасшăн». Калининăри культура çуртне те çĕнĕлĕх кĕтет. Вăл тĕслĕх клубĕ пулса тăмалла.

Çĕр -  пуянлăх. Пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене çаврăнăша кĕртессипе тимлесси Калинино ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Ял çыннисем çĕр пайĕсене уйăрса аш-какай комбинатне арендăна параççĕ. Вырăнти влаç тилхепине  тытакан каланă тăрăх, асăннă предприяти Шăхаль енчи 5-6 çул акăнмасăр выртакан çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тилмĕрет.

Пуçаруллă пулни ертÿçе те, ял çыннисене те малашлăхăн çирĕп никĕсне хывма  пулăшать. Банксенчен кредит илессипе Калинино ял тăрăхĕнче пурăнакансем ыттисене тĕслĕх кăтартаççĕ. 2006 çултанпа 214 çын 30 миллион тенкĕлĕх кивçен укçана тивĕçнĕ. Кредитпа ăратлă выльăх-чĕрлĕх, ял хуçалăх машинисем (мотоблок, пĕчĕк трактор ...)туяннă, çĕнĕ хапхасем, витесем çĕкленĕ... Килти хуçалăха аталантарни - хушма тупăш илмелли çăлкуç. Кÿлхĕррисем уйрăмах маттур. 3-4 ĕне усракансем те пур.

Ялсенчи пурнăç условийĕсем лайăхланса пынăран вăйпитти çынсем вырăнти предприятийĕсенчех вăй хураççĕ. Людмила Николаевна Калинино ял тăрăхне хăтлăх кĕртессипе тимлеме тата 10 çын валли ĕç вырăнĕсем туса панине пĕлтерчĕ.

Юлашки çулсенче виçĕ пин ытла çын пурăнакан Калинино ял тăрăхĕнче ырă улшăнусем пулса иртни куç умĕнчех. «Ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсем пулăшса пынăран ĕç кал-кал пырать», - терĕ пуçлăх сăпайлăн.

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика