Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ

04 апреля 2009 г.

                            халăх перепиçĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Вăрнар районĕнчи уполномоченнăйĕ

 

 

Паллă ĕнтĕ, 2010 çулхи октябрьте Раççей халăхĕн перепиçĕ пулать. Тĕнчери мĕнпур çĕршыври пекех ăна вăтамран вунă çулта пĕрре ирттереççĕ.

Пулас перепиçĕн политика тата социалла-экономика тĕлĕшĕнчи пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл халăх йышĕн тĕрĕс шутне, унăн тытăмĕн кăтартăвне, пурнăç условийĕсене пĕлме пулăшать.

Пĕтĕм Раççей халăхĕн перепиçĕ патшалăх пĕлтерĕшлĕ ĕç пулса тăрать. Перепиç вăхăтĕнче пухнă конфиденциаллă информацие, саккунпа килĕшÿллĕн, çыравçăн сарса çÿреме юрамасть.

Халăх перепиçĕ йĕркеллĕ хатĕрленсе ирттерес ĕç пирĕн районта та малалла пырать. Халĕ, сăмахран, халăх йышне палăртас тĕллевпе Вăрнар поселокĕнче тата ялсенче çуртсен адресĕсен малтанхи списокĕсене хатĕрлессипе тимлетпĕр. Апрелĕн 1-мĕшне çав списоксене пурĕ 14864 çурта кĕртнĕ. Адрессен малтанхи списокĕсене хатĕрлес ĕçре мĕнпур ял поселенийĕсем пуçаруллă пулчĕç. Çавăн пекех халăх шутне палăртма сведенисем пухнă чухне поселокри 1-мĕшпе 2-мĕш вăтам шкулсем, Чăвашрегионгазăн Вăрнарти филиалĕ, районти тĕп больницăн ача-пăча уйрăмĕ пулăшрĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика