04 апреля 2009 г.
Вăрнар районĕнче пурăнакансем ытларах нарăс-пуш уйăхĕсенче респираторлă вирус инфекцийĕсемпе чирленĕ.
Пуш уйăхĕнче 36 çын гриппа чирленине регистрациленĕ. Ку вăл 100 пин çын пуçне - 90,23. Малтанхи çулсемпе танлаштарсан гриппа чирлесси 61,1 процент ÿснĕ.
Вирус ересрен мĕн тумалла; Нумайрах çывăрмалла, хаçат-журнал, кĕнеке вуламалла, тĕрлĕ чĕлхесем вĕренмелле. Ăс-тăн пултарулăхне аталантарма тăрăшакансене грипп тата респираторлă вирус инфекцийĕсем сахалрах ереççĕ.
Грипп эпидемийĕ вăтамран 6-8 эрнене тăсăлать.
Çитĕннĕ çынсен 10 проценчĕ çуллен гриппа чирлет.
Грипран прививка тунă хыççăн 2-4 эрнерен антителасем аталанаççĕ. Çавăнпа вакцинăна авăн-чÿк уйăхĕсенче тутармалла.
Организмран вируссене кăларас тесен кунне 2 литр шыв ĕçмелле.
Респираторлă вирус инфекцийĕсен эпидемийĕ чухне алла супăньпе 5 хутчен е тата ытларах çумалла. Профилактика туни чире ал урлă ертессине икĕ хут чакарать.
Вирус ернĕ хыççăн пĕрремĕш паллăсем палăриччен 2 кун иртет.
Ан манăр: риновирус алăк хăлăпĕ е телефон трубки çинче 3 сехет упранма пултарать.
Вакцинацин эффективлăхĕ - 70-80 процент. Иммунитет - çулталăклăх.
С.ДУБАНОВА,
«ЧР Вăрнар поселокĕнчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕ» ФГУЗ-ăн филиалĕн тĕп врачĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"