Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни тĕспе - тĕрлĕ конкурс

04 апреля 2009 г.

Нумаях пулмасть Туçи Çармăсри шкулта кĕçĕн классен эрни иртрĕ. Ачасем ăна тĕссене халалларĕç.

Тунтикун пур ача та шап-шурă тумпа килчĕç. Шурă тĕс тасалăха пĕлтерет, çавăнпа та çак куна халалласа Н.П.Соловьева кĕçĕннисемпе «Сывлăха упрар» темăпа калаçу ирттерчĕ.

Ытларикун - симĕс кун пулчĕ. Вĕрентекенсем те ачасенчен юлмарĕç, симĕс тумпа килчĕç. Ку кунра иккĕмĕш класс ертÿçи Е.М.Николаева  çут çанталăк темипе «Çăлтăр саманчĕ» вăйă ирттерчĕ. Вăйăра иккĕмĕш класра вĕренекен Тагир Карибов çĕнтерюçĕ пулса тăчĕ.

Виççĕмĕш куна та ачасем чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Хĕрлĕ тум тупайманнисем пит çăмартисене хĕретсе килме тавçăрчĕç. Кĕçĕн класс учителĕ О.В.Маркова йĕркеленипе икĕ командăна уйрăлса вăй виçрĕç. Тĕрлĕ вăйăсенче малти вырăна «Здоровячки» команда тухрĕ.

Кĕçнерникуна кăвак тĕсе халалларĕç. Çак кун ачасем юмах тĕнчине кĕрсе ÿкрĕç. Пулас артистсене виççĕмĕш класс ертÿçи О.А.Иванова хатĕрлерĕ.

Тепĕр кунне сарă тум тăхăннă ачасем пулăшнипе Т.Г.Волкова аслă вожатăй хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Вĕсем куракансене çепĕç сассисемпе илĕртрĕç. Чи талантлисем - Ксюша Кузюкова, Вика Ефремова, Эдик Федоров, Павлик Волков, Анита Маркова, Снежанна Филиппова, Алеша Яковлев тата Андрей Козлов.

Вĕрентекенсем ачасене хавхалантарма тĕрлĕ парнесемпе грамотăсем парса чысларĕç.

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика