Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханулăх çинчен маннă та...

25 марта 2009 г.

РФ Прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн  районсем хушшинчи Канашри  следстви пайĕн  следователĕ

        Ÿкессе пĕлнĕ пулсан тÿшек сарса хурăттăм, тенĕ ваттисем. Чăнах та, инкек хăш енчен, хăш вăхăтра тухасса пĕлме çук. Акă, пĕлтĕрхи апрелĕн 21-мĕшĕнче 15-16 сехетсенче  С. Ивановпа А.Иванов тата В.Иванов Вăрнарта пушарпа сиенленнĕ йывăç çурта пăсма тытăннă. Çак ĕç хăрушă инкекпе вĕçленессе кам  шутланă-ши; Пĕлнĕ пулсан асăрхануллăрах пулĕччĕç те ĕнтĕ...  - анчах вăхăта каялла тавăраймăн.

Çапла, иккĕн  çурт тăррине хăпарнă, В.Иванов аялта ĕçленĕ. Тахăш вăхăтра С.Иванов çуртăн урам енчи умри стени çине куçнă, аялта  çуртпа юнашар кам та пулин пуррипе-çуккине пăхмасăрах, лумпа хăйпăтса пĕренене çĕр çинелле ывăтнă. Кама та пулин сиен кÿресси е тата хăрушăрах - вĕлересси - пуçра та пулман ĕнтĕ унăн, анчах тимлĕх çинчен манман-тăк (кун пек ĕçре питĕ асăрхануллă пулмалли каламасăрах паллă), хăрушлăха сирсе яма май килĕччĕ. Шел те, пĕрене вара çурт çÿллĕшĕнчен В.Иванов çине ÿкнĕ, вăл йывăр суранланнă. Çакăн хыççăн арçын кăшт вăхăт иртсен инкек вырăнĕнчех вилсе кайнă.

Хальхи вăхăтра ку ĕçпе С.Иванов тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексĕн 109-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе малтанхи следстви пырать.

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика