Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чемпионатри пĕрремĕш çитĕнÿсем

18 марта 2009 г.

Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе район спортсменĕсем, уйрăмах çамрăксем, тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çине-çинех палăраççĕ, анчах хĕрарăмсемпе арçынсем хушшинче иртекен Чăваш ен чемпионатĕнче халиччен кăçалхи пек ăнăçлă ăмăртманччĕ.

Çитĕнÿ, тен, командăна кăçал çамрăк вăй пĕрлешнипе те çыхăннă пулĕ. Анчах тренерсем - Сергей Васильев, Виталий Трофимов, Юрий Львов, Андрей Павлов, Андрей Воробьев - хăйсен вĕренекенĕсем кăтартăвĕсемпе кăмăллă. Ирина Львовапа Анжела Колпакова акă 48 тата 63 килограмлă виçе категорийĕсенче республика чемпионĕсем пулса тăнă. Лена Сладкова (44 кг) - кĕмĕл призер.

Арçынсем хушшинче Сергей Ивановпа (66 кг) Денис Павлов (74 кг) çĕнтерÿ пьедесталĕн виççĕмĕш пусми çине хăпарма тивĕçнĕ.

Çак кунсенчех Шупашкарта кĕрешÿçĕсем «Костро» тулли мар яваплă обществăн парнисемшĕн те кавир çине тухнă. Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Коля Иванов унта пĕрремĕш, 2-мĕш шкулта вĕренекен Рома Львов виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Çавăн пекех тепĕр пилĕк спортсмен пиллĕкмĕш пулнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика