Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Машинăсене тустарнă

18 марта 2009 г.

Мартăн 8-10-мĕшĕсенче пурте тенĕ пекех хĕрарăмсене саламласа праçнике уявланă. Çав вăхăтпа усă курса хăшĕ-пĕрисем ырă мар ĕçсемпе хăтланнă.  Уяв кунĕсенче, акă, такам Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари хушма хуçалăхĕн гаражĕнче тустарнă. Кунта вăрттăн кĕнĕскер ГАЗ-САЗ-3507 автомашинăран аккумулятор, карбюратор кăларса илнĕ.

Уяв кунĕнчех, мартăн 8-мĕшĕнче, Вăрнарти пĕр уйрăм çурта та хальлĕхе тупса палăртман çын кĕрсе кайнă. Ку киревсĕр ĕç çурçĕр иртсен пулса иртнĕ, пÿрте кĕме май шыраса вăрă веранда чÿречин кантăкне илнĕ. Вăл çапла майпа кĕсье телефонĕсене - виççĕ, çавăн пекех виçĕ ылтăн çĕрĕ вăрласа тухнă. Кил картинче ларакан ВАЗ - 2112 автомашина та илĕртнĕ каçхи «хăнана»: унтан автомагнитола кăларса  илнĕ, 200 тенкĕне те тупнă.

Автомашинăна тустарнă тĕслĕх мартăн 5-мĕшĕ умĕнхи каçхине те пулнă. Ял хуçалăх техникумĕн территорийĕнче ларнă Москвич - 2140 та усал шухăшлă çын куç тĕлне лекнĕ. Вăл умри капота çĕмĕрсе «Титан» аккумулятор кăларса илнĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика