Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлташла тĕл пулу

04 марта 2009 г.

- Çакнашкал тĕл пулусем çамрăксене сывă пурнăç йĕркине ытларах хăнăхтараççĕ, туслăха çирĕплетеççĕ, ыттисене тĕслĕх кăтартаççĕ, - палăртать Мăн Явăшри ял поселенийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан Николай Иванов.

Вăл пуçарнипех акă нумаях пулмасть ял çамрăкĕсем Хапăс волейболисчĕсемпе тĕл пулнă, хĕрÿ тупăшура кил хуçисене 5:0 шутпа парăнтарнă. Командăра - Денис Никифоров, Андрей Макаров, Эдуард Константинов, Борис Константинов, Николай Никифоров, Виктор Павлов. Паллах, çак çĕнтерÿ ахаль пулман, ял çамрăкĕсем тăван шкулăн спорт залĕнче кунсеренех тренировкăсем ирттереççĕ.

Спартакиада йĕркипе

Шкул ачисен спартакиади йĕркене ку канмалли кунсенче шашкăлла вăтам шкул командисем выляса ăмăртнă.

Пĕтĕмĕшле кăтартупа Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкула çитекенни пулман. Кульцав тата Малти Ишекри шкулсен командисем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Уйрăм хăмасенче çак ачасем мала тухнă: Евгений Хрисанов (Малти Ишек), Сергей Шемерев (Кульцав), Алиса Владимирова (1-мĕш шкул), Владимир Лукин (1-мĕш шкул), Александр Афанасьев (Малти Ишек), Екатерина Иванова (Калинино), Александр Афанасьев (Калинино), Майкл Петров (1-мĕш шкул) тата Марина Корнилова (Кульцав).

Çак кунах ку тĕспе район первенствине те ирттернĕ. Малти вырăнсене  Вăрнарти 1-мĕш, Кульцаври тата Вăрманкасри шкулсем пайланă.  

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика