Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра ăмăртусенче тупăшнă

28 февраля 2009 г.

Спорт вăй-хала та çирĕплетет, ĕçре те ÿсĕмсем тума пулăшса пырать. Унпа туслă çын пурнăçра яланах малтисен йышĕнче. Шалти ĕçсен районти пайĕнче тимлекенсем  те çаплах шутлаççĕ. Спорт пулăшнипе хал-çурăма тĕреклетни, çивĕчлĕхпе çирĕплĕхе ÿстерни, йывăр лару-тăрура тĕрĕс йышăнусем тума хăнăхни çăмăл мар службăра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунсăр пуçне, паллах, йĕрке хуралçисен ыттисемшĕн лайăх тĕслĕх кăтартмалла, сывă пурнăç йĕркине пропагандăламалла. Çавăнпа та шалти ĕçсен пайĕнче спорт мероприятийĕсем тăтăшах иртеççĕ, сотрудниксем  районти, республикăри ăмăртусене активлă хутшăнаççĕ.

Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен  кунне те милици сотрудникĕсем яланхиллех спортăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе ăмăртса кĕтсе илнĕ. Чи малтанах пай подразделенийĕсен командисем волейболла вылянă. Çивĕч кĕрешÿре патрульпе пост службин команди хăйсем чи ăста вылякансем пулнине çирĕплетнĕ: ыттисене парăнтарса пырса çĕнтерĕве алăран вĕçертмен . Иккĕмĕш вырăна - ертÿçĕсен команди, виççĕмĕшне следстви уйрăмĕпе уголовлă шыравра тимлекенсем йышăннă.

Табель пăшалĕнчен тĕл перессипе те пĕр-пĕр чемпионатринчен кая мар хĕрÿ ăмăрту иртнĕ, чылайăшĕ лайăх кăтартусемпе палăрнă. Çапах та 34 очко пухса çĕнтерÿçĕ ятне милицин участокри уполномоченнăйĕ С.Михайлов тивĕçнĕ. А. Константинов следователь 31 очкопа - иккĕмĕш, милицин участокри уполномоченнăйĕ С. Волков 29 очкопа виççĕмĕш вырăна тухнă

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика