Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧЕЧЕКСЕМ ĔРЧЕТЕСШĔН

25 февраля 2009 г.

Пирĕн шкул ачисем яланах тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ, вырăнсем йышăнаççĕ. Эпир те, кĕçĕннисем, вĕсенчен юлмастпăр, яланах малта пулма  тăрăшатпăр. Класс ертÿçи пире республикăра «Эпĕ - тĕпчевçĕ» конкурс пулассине пĕлтерчĕ.

Пирĕн шкулта юлашки вăхăтра чечексем пĕте пуçларĕç, ниепле те аталанса каймаççĕ. Çавăнпа та эпир чечек ĕрчетес ĕçе пуçарма шут тытрăмăр, вăл енпе проект çырас терĕмĕр. Чи малтан шкул ачисемпе вĕрентекенсем хушшинче ыйтăм ирттертĕмĕр. 101 çынна ыйтса çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турăмăр: чечек юратакансем пирĕн шкулта 88 çын, юратманнисем 11-ĕн, чечек лартма кăмăл тăвакансем - 93, хирĕçлекенсем - 5-ĕн.

Ял çыннисем ÿстерекен чечексене тĕпчес тĕллевпе Малти Ишекпе Айкăш ялĕ тăрăх икĕ эрне хушши çÿрерĕмĕр. Пĕтĕмпе 42 киле кĕрсе тухрăмăр, вĕсенчен 27-шĕнче чечексем ÿстереççĕ. Мĕн тĕрлĕ чечек çук пулĕ пирĕн ялта! Чи нумай тата тĕлĕнмелле чечексем Наталья Матвееван пулчĕç. Унăн 25 тĕрлĕ чечек! Альбина Трофимован та сахал мар - 21. Света Абрамован вара мĕн тĕслĕ фиалка, бегони çук пулĕ!

Кĕçĕн классенче вĕренекенсем пирĕн ĕçе курса интересленчĕç, хăйсем те шкулта чечексем ĕрчетме кăмăл турĕç. Пĕр уйăхра хамăрпа пĕр шухăшлисене тупса чечек юратакансен клубне уçма шут тытрăмăр.

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика