Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнар волейболисчĕсем виççĕмĕш

22 ноября 2003 г.

Ноябрĕн 15 - 16-мĕшĕсенче Вăрнар районĕн пĕрлештернĕ команди - О.Петров, Р.Петров, В.Прокопьев, В.Кириллов, Д.Паймулкин, В.Максимов, А. Лавров, Д.Сидоров, А.Шоркин - волейболистсен арçынсен командисем хушшинче республикăра мала тухассишĕн ăмăртнă. Вулакансем асăрхарĕç пулĕ, команда йышĕнче - районти вăйлă волейболистсем. Спорт хроникине сăнаса пыракансем вĕсенчен ытларахăшĕ шалти ĕçсен районти пайĕн командин членĕсем пулнине те тавçăрчĕç ĕнтĕ. Сăмах май, вĕсем пĕрре кăна мар район чемпионачĕн çĕнтерÿçисем пулнăччĕ. Кÿкеçри “Урожай” физкультурăпа спорт обществи ирттернĕ чемпионата волейболистсен тăхăр команди хутшăннă. Вăйăсем пуçланас умĕн спортсменсене Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ В.Краснов саламласа ăшă сăмахсем каланă, ăмăртура ăнăçусем суннă. Пирĕн волейболистсем хăйсен ушкăнĕнче Шупашкар, Патăръел тата Куславкка райнĕсенчи спортсменсемпе вылянă. Кашни вăйăрах вĕсем çивĕч кĕрешнĕ. Малтанхи тĕлпулусенче патăръелсемпе куславккасене çĕнтернĕ, шупашкарсене выляса янă. Çурмафиналти, финалти вăйăсем уйрăмах çивĕч иртнĕ. Çĕрпÿ командине вăрнарсем çăмăллăнах парăнтарнă. Пăрачкавсене пĕрремĕш партире икĕ очко (25:23), иккĕмĕшĕнче тăватă очко (25:21) выляса янă. Çапла майпа Вăрнар волейболисчĕсем çĕнтерÿ пьедесталĕн виççĕмĕш пусми çине тăма тивĕç пулнă. “Урожай” физкультурăпа спорт обществăн Кубокне Шупашкар районĕн команди çĕнсе илнĕ. Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе чысланă. Вăрнар районĕн пĕрлештернĕ командине “Tefal” чейник парнеленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика