14 февраля 2009 г.
Мăн Явăшри хăй тытăмлăх органне кĕрекен ялсенчи вĕрентÿ, сывлăх, культура учрежденийĕсенче тата ял хуçалăх предприятийĕсенче çамрăксем чылаййăн ĕçлеççĕ. Яш-кĕрĕме халалланă çулта мĕнле тĕллевсемпе ĕçлеççĕ пулас ăру никĕсне хывакансем?
Н.ФЕДОРОВА, Мăн Явăшри вăтам шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ, аслă категориллĕ педагог:
- Манăн анне ватлăхри канăва тухичченех учительте ĕçлерĕ. Хăйĕн ĕçĕпе, ăсĕпе, тыткаларăшĕпе ачасене çирĕп чунлă, ăшă кăмăллă пулма, тăван çĕрпе тăван халăха юратма, уншăн кĕрешме вĕрентрĕ. Пурнăçри лайăх енсене, çемье ăшшине пире халалларĕ, аслă пĕлÿ илме вăй-хал парса çитĕнтерчĕ.
Анне пекех учитель профессине суйласа илтĕм. Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта ĕçлерĕм, çулталăкран Мăн Явăшри вăтам шкула куçрăм. Шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумне ларнăранпа 6 çул çитрĕ. Пирĕн шкулти ачасем тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсене, ăмăртусемпе смотрсене çулсеренех йышлăн хутшăнаççĕ, вĕсенче малти вырăнсене йышăнма тăрăшаççĕ. Паллах, çакăнта пирĕн тÿпе те пысăк. Хам филолог пулнă май, литературăпа кăсăкланакан ачасем пирки чарăнса тăрасшăн. Акă, 9-мĕш класра вĕренекен Лилия Казакова кăçал вырăс чĕлхипе районти олимпиадăра пĕрремĕш вырăна тухрĕ, республикăра та палăрчĕ. ЧР Вĕрентÿ министерстви «Амăшĕн чĕри» номинаципе ирттернĕ çамрăк çыравçăсен конкурсĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Ирина Алексеева пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, Хисеп грамоти илме тивĕç пулчĕ.
«Ачасене - проза» Пĕтĕм Раççейри çамрăк çыравçăсен конкурсне - Лилия Казакова, Игорь Арсентьев, Лилия Владимирова, Инга Федорова, Снежана Алексеева хапăлласах хутшăнчĕç. Жюри членĕ, Мускаври Вера Львова писательница, анчахрах пирĕн патра хăнара пулчĕ. Вăл, ачасен хайлавĕсене рецензиленĕ май, вĕсене кăçал пичетленсе тухакан кĕнекине кĕртме пулчĕ. Çакă Çамрăксен çулĕнче ачасемшĕн парне вырăнне пултăр.
И.ИЛЛАРИОНОВА, Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнчи педиатрĕ:
- Пирĕн ĕçе сехетпе хаклама çук, мĕншĕн тесен чир вăхăтпа çÿремест, вилĕмĕ те хăçан килессине систермест. Кашни кун, кашни сехетре мĕн те пулин, кĕтмен-туман çĕртен кăткăс ыйтусем сике-сике тухаççĕ. Пĕрисене вырăнтах васкавлă медицина пулăшăвĕ пама, теприсене тĕрĕс диагноз лартма районти тĕп больницăна ăсатма тивет. Эпир чирлисен нуши-асапне аякра тăратса хăварма хăнăхман. Чылай чухне ватăсемпе инвалидсене, кăкăр ачисемпе вĕсен амăшĕсене килĕсене кайса сиплетпĕр.
Пирĕн ĕçре васкавлăх, вашаватлăх, ăсталăх, яваплăх тĕп вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем ырми-канми ĕçпе, çамка çинчи шăпăртатса анакан тарпа, ыйăхсăр каçсемпе, канăçсăр шухăшсемпе тачă çыхăннă. Надежда Павлова, Елена Михайлова, Валентина Наумова медицина сестрисем пулас ăрăвăн сывлăхне вăхăтра тĕрĕслесе тăрассине, пĕчĕк пепкесене тĕрлĕ чир-чĕр ересрен сыхлассине тата вĕсене çийĕнчех сиплессине тĕп вырăна хураççĕ. Çамрăксен çулталăкĕнче те чирлисене вăхăтра сиплесси, вĕсене эмелсемпе тивĕçтересси лайăхлансах пырĕç.
А.АЛЕКСЕЕВ, «Мураты» ял хуçалăх предприятийĕн водителĕ:
- Çăкаллă Явăш тăрăхĕ хуçалăх ĕçĕсене кÿлĕннĕ çамрăксен ÿсĕмĕсемпе чăннипех мухтанма тивĕç. Калăпăр, «Мураты» ял хуçалăх предприятийĕнчи çĕр ĕçченĕсен кăтартуллă ĕçĕсем мĕнрен япăх; Уй-хир ĕçĕсене вăтăра яхăн механизаторпа водитель кÿлĕннĕ. Вĕсем ял пурнăçĕнче тĕп тĕрек те, шанăç та, пулăшу та, тĕрĕсрех каласан, пĕтĕм Явăш тăрăхне ĕçпе илем кÿрекенĕсем шутланаççĕ. Уйкас Явăшри сĕт-çу ферминче тимлекенсен ÿсĕмĕсем мĕнлерех тата! Вĕсемсĕр, паллах, пирĕн сĕтелсем çăкăр-тăварпа та, тĕрлĕ апат-çимĕçпе те тулăх пулаймĕччĕç.
Ял хĕрĕ пулнăран-ши, манăн мăшăр, Алина, ют çĕрте телей шыраса çÿремерĕ, тăван хуламăрта, Шупашкарта, пурăнма килĕшмерĕ. Мана та Çăкаллă Явăша таврăнма ÿкĕтлерĕ. Хам эпĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралса ÿснĕскер, Вăрнар тăрăхне пурăнма килтĕм. Çăкаллă Явăшра пÿрт туянтăмăр. Пирĕн икĕ ача - Никитăпа Кристина - çитĕнеççĕ. Мăшăр Çăкаллă Явăшри столовăйĕнче повар пулса ĕçлет, хам - водительте. Иксĕмĕр те хуçалăх ĕçĕнче хисепре. Пĕлтĕр уй-хиртен 4175 тонна тырă турттартăм. Çавăншăн мана Вăрнар районĕн Хисеп грамотине парса чыс турĕç.
Эпир, çамрăк мăшăрсем, районти яш-кĕрĕме ял хуçалăх ĕçĕсене ытларах кÿлĕнме, ял пурнăçне çĕклеме сĕнесшĕн. Яш-кĕрĕм - çĕршывăн пулас никĕсĕ. Акă мĕншĕн çамрăксен чун тасалăхĕшĕн, çирĕплĕхĕшĕн пирĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшмалла.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"