Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушарта икĕ çын вилнĕ

14 января 2009 г.

Çĕнĕ Çулхи уяв кунĕсем - хаваслă вăхăт. Анчах çак тапхăрта çынсен тимлĕх чакать. Праçник кунĕсенче хаяр шĕвексене ытлашши ăша яни те витĕм кÿрет ĕнтĕ. Апла пулин те çулталăк пуçламăшĕнчех пушар хуралĕн ĕçченĕсен канлĕх çинчен манма тиврĕ.

Акă, çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнчех Калинино салинче хăрушă вут-çулăм алхаснă. Пушар 21 сехет тĕлĕнче пĕр уйрăм хуçалăхра тухнă, пурăнмалли çуртран кĕл купи хăварнă. Çапла, чĕлĕм туртнă чух асăрханулăх çинчен манни кил хуçисене ытла хакла ларнă, вĕсен пурнăçĕсем татăлнă. Сăмах май, инкеке лекнĕ çуртра пенсионерсем пурăннă, вĕсем эрехпе туслă пулни паллă. Çавăнпа та ку çурт ăнăçсăррисен шутĕнче тăнă.

Январĕн 8-мĕшĕнче вара Уйкас Явăш ялĕнче тухнă пушарта пĕр хуçалăхра хуралтăсем çунса сиенленнĕ. Инкек сăлтавĕ электрооборудовани юсавсăррипе çыхăннă тесе шутлаççĕ.

Хисеплĕ граждансем, вут-çулăмпа тимлĕ пулма ыйтатпăр. Сигарет туртнă, уçă çулăмлă приборсемпе усă курнă чух правилăсене пăхăнманни питĕ хăрушă. Çурт-хуралтăсем çывăхĕнче чĕртнĕ кăвайт та пушар кăларма пултарать.

Палăртнă тăрăх, сигарет  тĕпĕ çунакан материала тивертет те хăй каярахпа сÿнет. Анчах вăл, пĕчĕкскер, пысăк инкек кÿрет. Пĕлсех тăрăр, вырăн çинче выртса туртни те хăçан та пулин синкерлĕ вĕçленет.

Электроприборсемпе çыхăннă пушарсем вĕсем юсавсăр пулнăран, сете ытлашши тултарнăран е кивелсе юхăннине пула пуçланаççĕ.

Ачасем шăрпăкпа выляни те - пушарсен анлă сарăлнă сăлтавĕ. Çакăншăн хăйсен тĕпренчĕкĕсене çурт-хваттерсенче пĕччен хăваракан, шăрпăксене вĕсенчен пытарман, ачисен вăййисене асăрхаса тăман ашшĕ-амăшĕсем айăплă.

Хисеплĕ граждансем, килтен тухиччен пĕтĕм электроприбора розеткăран кăларнине, газ сÿнтернине тĕрĕслĕр. Кÿршĕ хваттерсенчен пăрахнă сигарет тĕпĕсем сирĕн уçă кантăкран е балкон çине вĕçсе кĕме пултараççĕ. Çавăнпа та кантăксене яланах хупса хăварăр, балкон çинче çунакан пурлăх ан упрăр.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика