Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк хĕр суранланнă

01 января 2009 г.

Уяв кунĕсем йĕрке хуралçисемшĕн ялан тенĕ пекех хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. Телее, ку çул пуçламăшĕнче районта  пăтăрмахлă ĕç-пуç сиксе тухман, криминогенлă лару-тăру та аван пулнине палăртмалла. Ку, паллах, ытти граждансем каннă вăхăтра милици сотрудникĕсем вăйлатнă йĕркепе йĕрке хуралĕнче тăнипе те çыхăннă.

Çапах та хăш-пĕр киревсĕр ĕçсем пулса иртни çинчен  каласа хăварма тивет. Январь пуçламăшĕнче, сăмахран, Çавалкас ялĕнчи А. хуçалăхĕнче мунчаран бензинпа ĕçлекен «Дружба - 4 М» пăчкă çухалнине асăрханă. Хуçи пĕлтернĕ тăрăх, ăна пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи январĕн 5-мĕшĕччен йăкăртма пултарнă. Вăрă мунчана никам та курман чух ирĕклĕнех кĕрсе тухнă. Преступлени çинчен хыпарланă хыççăн, айăплине вăхăта сая ямасăр, çийĕнчех ярса илнĕ. Вăл ку ялтах пурăнакан, унччен темиçе хутчен те суд тенкелĕ çине ларнă А. пулни палăрнă.

Çавăн пекех январĕн 10-мĕшĕнче «Вăрнар - Уравăш» автоçул çинче (Уравăш ялĕнчен инçех мар) инкек пулса иртнĕ. Ку ял çамрăкех, ВАЗ-2109 автомашинăпа пыраканскер, руле тытса чарайман, тросран тунă хÿтĕлев хÿми çине кĕрсе кайнă. Аварире 23-ри пассажиркăн ÿт-пĕвĕ сиенленнĕ, ăна тĕрлĕ сурансемпе Вăрнарти тĕп больницăна леçнĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика