01 января 2009 г.
Район администрацийĕн загс пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул 376 ача кун çути курнă. Пурнăçран уйрăлакансем икĕ хут та ытларах - пĕтĕмпе 806 çын. 2007 çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕрхи демографи лару-тăрăвĕ начартарах: виçĕмçул 404 çуралнă, 783 çын вилнĕ.
Малтанхи çулпа танлаштарсан, пĕлтĕр çемье чăмăртакансем те сахалтарах пулнă - 239:223. Çав вăхăтрах 120 çемье арканнă (2007 çулта - 134).
69 арçын ашшĕлĕхне йышăннă, çакă виçĕмçулхипе танлаштарсан 14 ытларах. Икĕ ачана усрава илнĕ.
Çĕнĕ çула
Хамăр кĕтнĕ Çĕнĕ Çулĕн,
Тин кăна çуралнăскерĕн,
Пултăр такăр пурнăç çулĕ
Пархатарлă, çĕнтерÿллĕ.
Усала ан пултăр вырăн.
Пирĕшти пире çул уçтăр.
Уйсенче кашлатăр тырă.
Çĕр çинче никам ан выçтăр.
Вăхăтсăр этем ан вилтĕр.
Ытларах ача çуралтăр.
Килсенче çулла, хĕлле те
Яланах пĕр ăшă тăтăр.
Ултавçа ултав тĕплетĕр.
Йĕрĕхе йĕрке пÿклетĕр.
Кам мĕн йăнăш тунă пĕлтĕр,
Кăçалах ăна тÿрлеттĕр.
Ватă çын - тăватă çын вăл.
Çамрăкки валли ĕç пултăр.
Чунсенче ан сÿнтĕр çынлăх.
Эс кулсан - вăл хирĕç култăр.
Çĕнĕ Çул, санран ыйтатăп,
Сан ума тĕллев лартатăп:
Тăр эс маншăн та пуриншĕн
Чул стена пек çирĕп Миршĕн.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"