Иртнĕ çулти август уйăхĕнче Вăрнар районĕнчи 2-мĕш участокри миравай судья саккунсăр майпа вăрман каснипе çыхăннă ĕçе пăхса тухнă. Анчах йывăçсене касса илсе тухакана мар, ăна улталанă «сутуçăна» айăпланă.
Чăнахах та чике тăршшĕ лартнă Хурăн Кăкшăмри Ю.Александров кÿршĕ ялти И.Лукина, пайта курас тесе хăйĕн пурлăхне мар... патшалăхăнне сутса янă. Çапла майпа Çăлкас Кăкшăм çамрăкĕ хăй пĕлмесĕрех, киревсĕр ĕç тума шухăш тытман пулин те, кĕтмен çĕртен вăрă ятне илтнĕ. Алăк умне вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем, каярахпа милици сотрудникĕсем çитсе тăрсан кăна пăтăрмахлă лару-тăрăва пĕтĕмпех уçса пама май килнĕ.
Çапах та ытла васкар мар-ха, ку преступлени çырăннă кун чăннипех те мĕн пулса иртни çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрар. Çăлкас Кăкшăмра пурăнакан И.Лукина, акă, хуçалăхра çĕнĕ сарай хăпартма пикеннĕскере, стройматериал питех те кирлĕ пулнă. Шăпах та çак вăхăтра кÿршĕ ялти Ю.Александровăн вăрман ĕçлеме ордер пурри çинчен сăмах хăлхана лекнĕ. Пĕлтĕрхи майăн 19-мĕшĕнче, ăнсăртран Калинино салинче тĕл пулсан вара, «сутуçăпа» туянакан хăвăртах килĕшÿ тунă. Анчах лайăх тытăннă ĕç каярахпа суда илсе çитерессине пĕлнĕ-тĕк, И.Лукин унпа çыхланмĕччĕ, паллах. Тепĕр тесен, пĕлекен-паллакан çынна шанатăн çав, улталасси пуçра та çук ĕнтĕ. Апла пулин те, Ю.Александровăн 0,33 гектар лаптăкра йывăç касса хатĕрлеме 2007 çулта панă ордер чăнах та пулнă-ха (анчах каярахпа преступлени çырăннă вырăнта мар, пачах урăх çĕрте). Судра ял вăрман хуçалăхĕн представителĕ пĕлтернĕ тăрăх, вăл хăйне панă участокра вăрман хатĕрлесе ĕçе вĕçлени çинчен ордер çинче ятарлă паллă та ларттарнă, çавăнпа та унăн ку делянкăна тепĕр хутчен кĕме ирĕк пулман.
Анчах айăпсăр айăпа кĕнĕ И.Лукин çакăн пирки пачах та нимте пĕлмен-çке. «Сутуçă» лăсăллă йывăçсене касма ордер кăтартсан (унăн ĕç срокĕ 2008 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕччен пулнă), çав кунах, майăн 19-мĕшĕнче, 20 сехетсенче ĕçе пуçăннă, хăйне пулăшма юлташĕсене те чĕннĕ. Делянка ăçта вырнаçнине, мĕнле паллăсемпе тупмаллине ăна Ю.Александров телефонпа шăнкăравласа ăнлантарнă. Кĕске вăхăтрах 11 хыра касса йăвантарнă çамрăк çын. Ĕç вĕçленнĕ çĕре «хуçи» хăй те килсе çитнĕ, ырă кăмăллăскер пулăшма та ÿркенмен. Çав вăхăтрах И.Лукин чип-чипер ÿсекен хырсене ордерта палăртнă делянкăра мар, урăх вырăнта тĕп тунине курса тăрса, пĕр сăмах та шарламан.
Вăрманта йывăç нумай та, патшалăх пурлăхне çаратнине никам та сисмест тенĕ-ши Ю.Александров, калама хĕн. Йывăçĕ чылай пулин те, пурте шутра вĕсем - 11 хыр çухалнине «Вăрнарти вăрман хуçалăхĕ» учреждени ирттернĕ ревизи вăхăтĕнче, тепĕр 3 кунтанах, асăрханă. Йĕрсем вăрман ĕçченĕсене И.Лукин хуçалăхне илсе çитернĕ, каснă йывăçсем те кунтах выртнă. Кĕтмен хăнасем пĕлтерни кил хуçисемшĕн хăрушă тĕлĕк пекех туйăннинчен тĕлĕнме кирлĕ мар ĕнтĕ.
Ю.Александров вара, ултавпа тупăш тума ĕмĕтленнĕскер, айăплавран хăтăлайман, миравай судья ăна 3 пин тенкĕ штраф хунă.