Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăннă

12 ноября 2003 г.

2003 çулхи виççĕмĕш квартала вăрнар райповĕн ĕçченĕсем пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илнĕ: хуçалăха эффективлă тытса пынăшăн Раççей Федерацийĕн потребкоопераци системинче 2-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Иккĕмĕш кварталпа танлаштарсан кунта суту-илÿ системинчи мĕнпур отраслĕсенче тухăçлăрах ĕçленĕ. Юпа уйăхĕ райпо ĕçченĕсемшĕн уйрăмах ăнăçлă килнĕ. Ку тапхăрта таварçаврăнăшне 19 процент ÿстерме май килнĕ, çакă 9 миллион та 600 тенкĕ тупăш кÿнĕ. Кăçалхи вунă уйăхра вара пĕтĕмĕшле таварçаврăнăш 83 миллион та 700 тенкĕпе танлашнă. Çакă пĕлтĕрхинчен 9,6 процент нумайрах. Вăрнар райповĕ суту-илÿ точкисене аталантарас ĕçе сахал мар укçа-тенкĕ хывать. Юлашкт 9 уйăхра çак тĕллевпе 3 миллион та 986 тенкĕпе усă курнă. Реконструкци ирттернĕ хыççăн поселокри «Кулинари», «Çул тăваткăлĕ» кафесем илемĕпе савăнтараççĕ. Туянакансен ыйтăвне те туллин тивĕçтереççĕ вĕсенче, таварçаврăнăшĕ 2-3 хут ÿснĕ. Халĕ «Огонек» ресторан çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче бар уçассипе ĕçлеççĕ, пушă ларакан складсенче аш тĕтĕмлекен цеха хута яма палăртаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика