Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сунарçăсемпе пулăçсем пĕр организацие пĕрлешрĕç

24 декабря 2008 г.

Нумаях пулмасть, çĕнĕрен йĕркеленнĕ «Вăрнар районĕнчи сунарçăсемпе пулăçсен обществи» регионти обществăлла организацин учредительнăй пухăвĕ иртнĕ. Унта район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ А.Борисов та хутшăннă.

Маларахри çулсенче сунарçăсемпе пулăçсен ĕç-хĕлне «Сунар» МП йĕркелесе пынă. Нумаях пулмасть ку предприяти ĕçлеме пăрахни пирки пĕлтернĕччĕ. Ун хыççăнах хаçатра сунар çĕрĕсене район тулашĕнче ĕçлекен пĕр обществăна парасси пирки ыйтăм ирттересси çинчен хыпарланăччĕ. Анчах районти сунарçăсемпе пулăçсем хăйсем вырăнти организацие йĕркелеме кăмăл турĕç. Ноябрĕн 13-мĕшĕнче вĕсем пĕрремĕш пуху ирттерчĕç, унта Устав хатĕрлеме пуçару ушкăнне суйланă. Проекта хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ хыççăн Устава пĕр саслăн йышăннă.

Учредительнăй пухура 5 çынран тăракан правлени суйланă, председателе П.Казакова палăртнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, халĕ обществăна патшалăх регистрацине тăратассипе, лицензи илессипе тимлемелле.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика