Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиада çĕнтерÿçисем

13 декабря 2008 г.

Иртнĕ эрнере физика, истори, ют чĕлхесен предмечĕсем районти шкулсенче вĕренекенсен кăçалхи олимпиадине вĕçлерĕç.

Çăмăл мар тупăшура Вăрманкас шкулĕнчи Эдуард Ефимов (вĕрентекенĕ Н.Г.Кузьмин), Аçăмçырминчи Сергей Матвеев (В.И.Ежов) тата Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти Надежда Тимофеева (В.В.Краснова) физикăпа пуринчен лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç.

Истори предметне юратса вĕренекенсем çаксем: Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти Иван Захаров (Т.А.Алексеева) тата 1-мĕш вăтам шкулти Андрей Петров (Н.Н.Афанасьева).

Вăрнарти 1-мĕш шкулти Вячеслав Петров (Г.Е.Константинова) тата Малти Ишекри Евгений Харисанов (Е.Т.Никифорова) нимĕç чĕлхипе, Аçăмçырминчи Сергей Матвеев (А.Н.Петрова) тата Вăрнарти 2-мĕш шкулти Елена Артемьева (В.И.Григорьева) акăлчан чĕлхипе мала тухрĕç.

3-4-мĕш классенче вĕренекенсем интеллектуаллă вăйăра тупăшрĕç. Вырăс чĕлхипе Вăрнарти 2-мĕш шкулти Мария Тракова (О.В.Милицкова) тата Павел Александров (О.Г.Курбатова) палăрчĕç. Математикăпа та çĕнтерÿçĕсем çак шкултанах: Екатерина Давыдова (С.А.Антонова), Анастасия Ильина (О.Г.Курбатова).

Чăваш чĕлхи предметне Мăн Явăшри Елена Казакова (Н.Н.Алексеева) тата Санарпуçĕнчи Анжелика Иванова (Л.Н.Иванова) пуринчен аван пĕлеççĕ.

Калининăри Ирина Николаева (А.В.Васильева) тата Вăрнарти 1-мĕш шкулти Диана Кириллова (Н.В.Бурмистрова) - чи илемлĕ вулакансем.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика