Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтанхи пăр

13 декабря 2008 г.

Раштава кĕтĕмĕр, çанталăк сивĕтсе пырать. Пĕве шывĕсем те пăрпа витĕнчĕç, ача-пăча пĕвесен хĕррине пухăнма пуçларĕ. Акă çĕн юр çийĕн ачасен пăр çинче çÿренĕ йĕрĕсем курăнса выртаççĕ, вĕсем варринчи шыв шăнман тĕлеллех çитсе çаврăннă. Çакна курнă хыççăн 4-мĕш класра вĕренекен мăнука хамăн «Ачалăхпа вăрçă çулĕсем хĕресленчĕç» кĕнекере пичетленнĕ «Малтанхи пăр» ятлă пĕчĕк калава вуласа тухма сĕнтĕм. Ăна мăнук хаваспах вуласа тухрĕ, унтан мана çапла пĕлтерчĕ: паян вĕсен класĕнче вĕренекен Андрей пăр çурăлса кайнипе пĕç кăкĕ таран шыва анса тăнă иккен, шывран тухсан юлташĕсем ăна хăвăртрах килне чуптарнă. Çакна илтен эпĕ васкасах шкула кайрăм учительсемпе курса калаçрăм, шкул библиотекине панă кĕнекери калава кĕçĕннисене вуласа пама ытрăм. Вăл вĕрентÿллĕ, асăрханулăх çинчен аса илтерет. Ку вара ачасене уйрăмах кирлĕ. Вулакансене те сĕнесшĕн.

 

Кĕрхи сивĕсем çитсен шкул айккинчи пĕве çап-çутă çÿхе пăрпа витĕнчĕ. Ача-пăча унтан татăлма та пĕлмест. Пăр çине шăннă тăпра катăкĕсем ывăтаççĕ, туя вĕçĕпе тăрăнтарса пăхаççĕ. Пăр çирĕплĕхне тĕрĕслеççĕ вĕсем. Миша, ав, ура кĕллипе пăра ватать. Хăйне чăтма пултарни пултарманнине тĕрĕслет-мĕн. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн вăл шалах кĕрсе кайрĕ. Çыранран ик-виçĕ утăмра пăра тепре тапса пăхасшăнччĕ. Хăрах урине çĕклерĕ кăна, пăр шăтă-ă-р! шăтă-ă-р! турĕ. Миша самантрах шыва анса тăчĕ. Юрать-ха, вăл тарăнах мар. Пĕç кăкĕ таран йĕпенсе çырана тухрĕ чарусăр ача.

Текех Миша пĕлет ĕнтĕ шăнса çирĕпленмен пăр çине кĕме юраманнине. Ачасем, эсир те çакна асра тытăр!

Калава вулани сире усă пултăр: инкеке ан çакланăр.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика