Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене савăнăç парнеленĕ

10 декабря 2008 г.

Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче сипленекен-пурăнакансен пултарулăх ушкăнĕ хăйсен ăсталăхĕпе çынсене кăмăлласах паллаштарать, час-часах тĕрлĕ çĕре концертсемпе тухса çÿрет. Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ тĕлне интернатри артистсем савăнăçлă концерт программине хатĕрленĕ, кунта пурăнакансен умне юрă-ташăпа тухнă.

Ырă ĕçсен çулталăкне халалланă мероприятисене ирттерессине те сумлă тÿпе хываççĕ вĕсем, ыркăмăллăх акцийĕсене хаваспах хутшăнаççĕ. Декабрĕн 4-мĕшĕнче, акă, психикăпа неврологи интернатĕнчи «Лотос» ташă ушкăнĕ Калининăри шкул-интернатра хăнара пулнă, ачасен пурнăçне хаваслăх кĕртес,  ырă туйăмсем парнелес тĕллевпе хăйсен илемлĕ  ташшисене парнеленĕ. Концерт интернат воспитанникĕсене кăмăла кайнă, вĕсем артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарнă.

Хăнасем, паллах, пушă алăпа килмен. Ачасене хăйсен ăста аллисемпе çыхнă чĕнтĕрлĕ салфеткăсем парнелесе савăнтарнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика