Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ăмăртусенче

10 декабря 2008 г.

СĔТЕЛ ÇИ ТЕННИС енĕпе Çĕнĕ Шупашкар хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнира Вăрнар районĕнчи спорт ветеранĕсем те хутшăннă. Чăваш ен, Хусан, Самара, Тольятти тата ытти хула спортсменĕсем тĕрлĕ виçе категорийĕнче тупăшнă.

Пирĕн район командинче - район администрацийĕн социалллă аталану пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов, ача-пăча пултарулăх çурчĕн преподавателĕ Николай Есенцев тата Сергей Николаев уйрăм предприниматель.  Çиçĕмле арçынсен кăтартăвĕ начар мар - команда чи вăйлă ......команда йышĕнче. 

 

ДУАТЛОН (ишесси тата чупасси) енĕпе иртнĕ Чăваш ен первенствине ял хуçалăх техникумĕн команди - Сергей Политовпа Мефодий Павлов студентсем тата вĕсен преподавателĕ Галина Павлова - хутшăннă.

Г.Павлова первенствăн абсолютлă чемпионĕ пулса тăнă, С.Политов - кĕмĕл призер, М.Павлов вунпĕрмĕш вырăн йышăннă.

 

ЙЫВĂР АТЛЕТСЕНЕ ку хутĕнче Вăрнарти физкультурăпа спорт комплексĕ йышăннă. Республика чемпионатне Чăваш енри çичĕ хулапа район команди хутшăннă.

Район командин чысне Юрий Агилов тренерăн воспитанникĕсем хÿтĕленĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ - йывăр атлетикăпа тинтерех туслашнă спортсменсем. Апла пулин те пирĕн те лайăх результат пур. 69 килограмлă виçе категорийĕнче акă Вăрнарти Алексей Кириллов иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

 

Шкул ачисен спартакиади йĕркипе иртнĕ ВОЛЕЙБОЛ турнирне вăтам шкулсенчи вунвиçĕ команда хутшăннă. Вăйăсем Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулăн спорт залĕнче тата физкультурăпа спорт комплексĕнче иртнĕ.  Çĕрпелти, Калининăри тата Аçăмçырминчи шкулсенче вĕренекенсем уйрăмах хастарлăх кăтартнă, вĕсем малти вырăнсен йышăннă.

Спартакиада йĕркипе хĕрачасем ку шăматкун выляççĕ. Чи вăйлă волейболистсен пĕрлештернĕ команди вара республикăна тухĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика