Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Упнерти библиотекăра Раççей амăшĕсен кунне вуннăмĕш çул ĕнтĕ ытти уявсенчен те чыслăрах ирттере

03 декабря 2008 г.

Кашни ача юратнă амăшне телейлĕ курасшăн, пĕрмаях савăнăç парнелесшĕн. Çавăнпа та Амăшĕсен кунне уйрăмах нумайлăха асра юлмалла уявлама тăрăшаççĕ вĕсем. Чи çывăх çынсене халалласа сăвă-юрăсем, ташăсем вĕренеççĕ парнесем ăсталаççĕ.

Калининăри «Светлячок» ача садĕнче те ку праçнике амăшĕсене пухса, пĕтĕм коллективпа савăнăçлă лару-тăрура ирттересси йăлана кĕнĕ. Пултаруллă воспитательсем пулăшса-вĕрентсе пынипе хĕрпĕрчисемпе арçын ачасем çĕнĕ, интереслĕ номерсем хатĕрленĕ. Сăвă-юрăсенче амăшĕсене телейлĕ ачалăхшăн, çемьери ăшăлăхпа татулăха тытса пынишĕн тав турĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Хăйсен тĕпренчĕкĕсем пуренлĕн аталанса, анлă тавракурăмлă ÿснĕшĕн ашшĕ-амăшĕсем пĕтĕм чунтан хĕпĕртесе, вĕсемпе мухтанса пăхса ларчĕç.

Çак кун уяв майĕпе ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ те иртрĕ. Р.Позинова заведующи  ача садне çÿрекенсен ÿсĕмĕсемпе, ачасем хушшинче ирттернĕ ыйтăм кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри - чĕлхе аталанăвĕ - пирки калаçу хускатрĕ. Килте те ачасемпе ытларах ĕçлемеллине, вăйăсем, вулавсем урлă аталантармаллине, ашшĕ-амăшĕсен тĕрĕс калаçса тĕслĕх кăтартмаллине палăртрĕ. Чăн та, шкул  парттисем хушшине лариччен вĕренекенĕн чĕлхе аталанăвĕ кирлĕ шайра пулмасан ăна кайран тата йывăртарах пулĕ. Çавăнпа та Р.Позинова, темĕнле вăхăт çитмесен те, ачасене ытларах тимлĕх уйăрма, вĕсене тĕрĕс аталанма пулăшма сĕнчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика