Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей амăшĕсен куне

03 декабря 2008 г.

Упнерти библиотекăра Раççей амăшĕсен кунне вуннăмĕш çул ĕнтĕ ытти уявсенчен те чыслăрах ирттереççĕ.

Сума суни кăна мар, кăçалхи уява пуçтарăннисемшĕн çĕнĕлĕхсен каçĕ те пулнă. Амăшĕсем çĕршывра хăйсем тĕлĕшпе ĕçлекен программăсемпе-акцисемпе паллашнă, çывăх вăхăтра унччен пăрахăçланă хăш-пĕр нормативсем «таврăнассине» ырласа палăртнă.

Упнер ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ Елена Романова пухăннисене саламласа малашне те ачасем çитĕнтерес  çăмăл мар ĕçе чыслăн тытса пыма ăнăçу суннă. Йăх-ăрăва тăсакансем хыççăнах тĕрлĕ конкурс-викторинăсене хутшăннă. Çĕнтерÿçĕ призне вара ялти  чи тавракурăмлă хĕрарăм - районти тĕп больницăн васкавлă пулăшу фельдшерĕнче ĕçлекен Елена Романова тивĕçнĕ. Эмма Гаврилова илемлĕ юрăсемпе  тыткăнланă. Вера Кольцова, библиотека хастарĕ, аннесем çинчен калакан сăвăсене хумхануллăн вуланă.

Уяв кунĕ тĕлне Упнер ял библиотеки çĕнĕ пичет изданийĕпе те пуянланнă. Вăрнарти Александр Ефимов предприниматель кунта килсе тăракан «Çĕнтерÿ çулĕпе» «Тантăш» хаçатсем çумне «Кил-çурт, хушма хуçалăх» çырăнса панă. Библиотека ертÿçи ялти предпринимательсем те унран тĕслĕх илессе шанать.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика