Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИРĔН ЕНТЕШ - ЧИ ВĂЙЛИ

19 ноября 2008 г.

Çак каччăн спортри ăсталăхĕ пирки хаçатăн иртнĕ çулхи пĕр номерĕнче çырса кăтартнăччĕ. Халĕ Шупашкарта пурăнать пулин те, Юрий Архипов тымарĕпе Вăрнар тăрăхĕнчен. Пауэрлифтинг енĕпе кĕске вăхăтра Раççей таран палăрнă вăл. Ульяновск хулин уçă первенствин (2005, 2006 ç.ç.), юниорсем хушшинче иртнĕ Чăваш Республикин первенствин (2005, 2006 тата 2007 ç.ç.), студентсем хушшинче иртнĕ Раççей чемпионачĕн (2007 ç.) чемпионĕ, тĕнче чемпионачĕн (2008 ç.) тата ытти сумлă ăмăртусен кĕмĕл тата бронза призерĕ.

Нумаях пулмасть тĕп хуламăрти «Спартак» спорт комплексĕнче пауэрлифтинг - сак çине выртса штангăна çĕклесси - енĕпе Чăваш ен чемпионачĕ иртнĕ. Ю.Архипов 100 килограмлă виçе категорийĕнче абсолютлă  чемпион титулне çĕнсе илнĕ. Тĕнче класлă  спорт мастерĕ 240 килограмлă штангăна çĕкленĕ.

Ăмăртура ентеш Шупашкарти В.Соколов ячĕллĕ           ачасемпе çамрăксен спорт шкулне хÿтĕленĕ. Тренерĕсем - Вячеслав Кострюков тата Сергей Морозов

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика