Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр ĕмĕтпе, пĕр тĕллевпе

01 сентября 2002 г.

Шкулта çичĕ тĕрлĕ кружок йĕркеленĕ. Ачасем уроксем вĕçленнĕ хыççăн килĕсене кайма васкамаççĕ, хăйсем кăмăллакан кружоксене пухăнаççĕ. Пĕррисем акăлчан чĕлхине вĕренме çÿреççĕ, теприсем компьютер çинче ĕçлеме хăнăхаççĕ, виççĕмĕшĕсем спорт залĕпе стадионта сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. - Шкулта физкультурăпа спорта аталантарассине, сывă ăру çитĕнтерессине лайăхлатсах пыратпăр. Çак тĕллевпе икĕ кружок йĕркелерĕмĕр. Спорт залĕ, стадион ăмăртусемпе вăйăсем ирттермелли площадкăсем ачасен сывлăхне тĕреклетмелли никĕс пулса тăчĕç. Тата çакна та каласа хăварас килет: çамрăк ăрăва çĕршывăн сыхă та шанчăклă хÿтĕлевçи пулма вĕрентсе хатерлесси çине те тимлĕ пăхатпăр. Шкулта çамрăкармеецсен кружокне йĕркелерĕмĕр, - терĕ физкультурăпа спорт секцине ертсе пыракан Василий Иванович Малов. Иртнĕ кунсенче чупас енĕпе ăмăртусем пулса иртрĕç. Старта çĕр ытла ача тухрĕ. Финишра çĕнтернисене Дипломсем парса чысларĕç. Шкул коллективĕ пĕр тĕллевпе - ачасене çирĕп сывлăхă, тĕреклĕ çитĕнтерессипе - еçлесе пырать. Çакна “Вĕрентÿ тата ачасен сывлăхĕ” программăри мероприятисем ăнăçлă пунăçланса пынинчен те яр-уяççăн туйса илетĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика