Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек çине инкек

08 ноября 2008 г.

Мĕнпе çыхăннă ку пулăм, калама хĕн, анчах районта çул çинчи инкексен шучĕ калама çук пысăк. Шел те, вĕсенчен чылайăшĕ синкерлĕ вĕçленет. Октябрь вĕçĕнче тата ноябрь пуçламăшĕнчех, акă, çине-çинех виçĕ авари пулса иртнĕ, вĕсенче пĕр çын  вилнĕ.

Октябрĕн юлашки кунĕнче, 19 сехет тĕлĕнче, «Вăрнар - Кив Мĕлĕш» автоçул çинче икĕ машина хире-хирĕç «тĕл пулнă», унччен МП-48 йышăннă корпуссем çывăхĕнче ВАЗ-2106 тата «Тайота-Камри» çапăннă. Ку «тĕлпулу» ВАЗ хуçишĕн, 51-ри В.-шăн, хăрушă вĕçленнĕ, вăл авари вырăнĕнчех сывлама пăрахнă.

Унччен маларах, октябрĕн 30-мĕшĕнче, каçхине Пăртас ялĕ çывăхĕнче тепĕр инкек çырăннă. Паллă мар, хĕрлĕ тĕслĕ автомашина умра пыракан скутер çине вирхĕнсе кĕрсе кайнă. Айăплавран хăраса ĕнтĕ хăй таптанă çын сывлăхĕ пирки шутламасăр, машина водителĕ хăвăртрах тарса çухалнă. Скутера тытса пынă, суранланнă У.-на медицина пулăшăвĕ пама Вăрнарти  тĕп больницăна илсе килнĕ.

Анчах ăна таптакана - 24-ри çамрăка - «Шырав» ушкăн «вĕри йĕрпе» кайса пурпĕрех тупса палăртнă.

Ноябрĕн 2-мĕшĕнче вара «Йĕпреç - Вăрнар» автоçул çинче, Вăрнартан пĕр çухрăмра, ВАЗ-2105-3 машина кювета чăмнă. Инкек 20-ри Вăрнар çамрăкĕ руле тытса чарайман пирки пулса иртнĕ, машина кювета çаврăнса ÿкнĕ. Çавна май водительпе пассажира больницăна леçнĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика