Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧУН-ЧĔРЕПЕ ŸТ-ПŸ УЯВĔ

08 ноября 2008 г.

Республикăри массăллă спорт уявĕсем нихăçан та вĕсен тыткăнлакан номерĕсемсĕр  иртмеççĕ. Шупашкарта хăвăрт  утассипе  иртнĕ  Тĕнче Кубокĕнче акă вĕсем çав тери  пуян программăпа паллаштарчĕç. Иртнĕ вырсарникун вара Чăваш енри спорт, сывлăх аэробикипе фитнес  федерацийĕн спортсменĕсем Вăрнарти физкультурăпа спорт комплексĕнче илемлĕ хусканусемпе кĕлетке ташшин тĕлĕнмелле тĕнчине илсе çитерчĕç.

«Химик» спорт клубĕпе пĕрлешсе йĕркеленĕскер, куракансен чун-чĕринче пĕр сăмахсăрах  ырă йĕр хăварчĕ. Республикăри аэробикăпа фитнес федерацийĕн Президенчĕ, тĕнче категориллĕ инструктор тата хореограф, спорт аэробикин аслă  категориллĕ тренерĕ, фитнес тата спорт аэробики енĕпе Чăваш енĕн пĕрлештернĕ командин тренерĕ Оксана Дьячук ертсе пыракан команда вăрнарсенче те ÿт-пÿ илемĕ патне  туртакан туйăма вăратрĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ кăтартуллă номерсем хыççăн нумайăшĕ сывлăха çирĕплетекен, кĕлеткене «нормăна» çитерме пултаракан упражненисен комплексне ăша хывма тăрăшрĕ.

Кăтартуллă номерсем вара кăмăл-туйăма çĕклерĕç. Спортзал варрине тухакан хĕрсемпе каччăсем - республика, Раççей ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем, спорт мастерĕсемпе чемпионĕсем. Соло та, трио та, ушкăн ташши те илемлĕ тĕссемпе тĕрлĕ элементсене пĕрлештерсе тыткăнларĕç.

Вĕсен ăсталăхĕпе хавхаланса Вăрнарти спорт комплексĕн фитнеспа аэробика ушкăнĕ те  хăйсен пултарулăхне куракансем умне кăларчĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем, çамрăк каратистсем те кăтартуллă тытăçусемпе паллаштарчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика