Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника вырнаçтарма нумай вăхăт кирлĕ-им?

18 октября 2008 г.

Уй-хир ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Çавна май техникăна машина-трактор паркне лартасси тĕп тĕллев пулса тăрать. Ĕç хатĕрĕсене йĕркеллĕ вырнаçтарсан, юсавлăхне тăтăшах тĕрĕслесе тăрсан вĕсемпе ытларах вăхăт усă курма пулĕ. Шел те, пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал ял хуçалăх машинисене кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра упрама лартасси кал-кал пымасть.

Комисси тĕрĕсленĕ икĕ хуçалăхра - «Броневик», «Знамя» кооперативсенче - комбайнсене çĕр, тырă юлашкийĕсенчен вуçех тасатман. Ял хуçалăх культури уй-хир карапĕсен бункерĕ ăшăнчех калчаланма ĕлкĕрнĕ. Чуна хумхантаракан çивĕч ыйту канăç памасть: нивушлĕ хресчен ĕçлени харама кайнине курмасть; Яваплăха туйман çынсем нихăçан та хуçалăха малалла аталанма пулăшмĕç. Тата çакăн пек хыпар илтме тÿр килчĕ: пĕр «ăслă-тăнлă» комбайнер вырма вăхăтĕнче ĕçленĕшĕн пысăк шалу илсенех Мускава хулăм укçа çапма тухса кайнă. Унăн комбайнне камăн вырнаçтарса лартмалла-ха;..

«Родник» агрофирмăн управляющийĕ Алексей Скворцов техникăна, уйрăмах уй-хир карапĕсене, ку таранччен хĕллехи управа лартманнин сăлтавне уçса пачĕ. «Çанталăка пула кăçал уй-хир ĕçĕсене пурнăçласси вăраха тăсăлса кайрĕ. Пирĕн тырă выракан комбайнсемпе тата 20 гектар çинчи люцернăна çапса илмелле», - терĕ вăл.

Чăн та, ку çул çумăр тăтăшах çунăран ял хуçалăх культурисене пур çĕрте те вăхăтра пуçтарса кĕртме ĕлкĕреймерĕç. Юрать, «Гвардеец» агрофирмăна 29-мĕш професси училищинче вĕренекенсем пулăшрĕç. Ĕç вăйĕ çителĕклĕ пулнипе уяр çанталăкăн кашни вăхăчĕпе туллин усă  курнăран хуçалăхра лару-тăру япăх мар. Техникăн ытларахăш пайне хĕл каçма йĕркеллĕ лартнă. «Кăçал агрофирмăра тăрăшакансем чăннипех ырă тĕслĕх кăтартаççĕ», - мухтарĕ ĕçченсене патшалăх техника асăрхавĕн районти аслă инженер-инспекторĕ Иван Тимофеев. «Гвардеец» агрофирмăра вăй хуракансем машина-трактор паркне тирпей-илем кĕртес ĕçе пуçăннă ĕнтĕ. Кунта ÿссе ларнă çум курăка çавапа çулаççĕ.

Комисси членĕсем пынă чух Карл Маркс ячĕллĕ кооперативăн машина-трактор паркĕнче те хĕрÿ ĕç шавĕ тăратчĕ. Кунта агрегатсене пикенсех хĕл каçма лартаççĕ. «Техника вырнаçтарма нумай вăхăт кирлĕ мар, - терĕ Рафик Юсупов тĕп инженер. - Хамăр ĕçе тепĕр 1 - 2 кунтан вĕçлĕпĕр».

Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче те  усă курнă техникăна хĕл каçарма лартассишĕн тăрăшни сисĕнет.

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика