Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Химик» малта

25 октября 2003 г.

Вăрнарти «Химик» футбол команди кăçалхи вăйăсенче умлă-хыçлă лайăх кăтартусемпе савăнтарма, турнир таблицин çÿлти йĕркисене хăпарма пултарчĕ. Акă, республика Кубокĕшĕн пынă ăмăртура вăл иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Чăваш енре мала тухассишĕн ирттернĕ чемпионатăн аслă дивизионĕнче вара «Химик» вăйăсем вĕçленичченех чемпион ята çĕнсе илчĕ. Республика чемпионачĕ çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче старт илнĕ, унта 14 команда ăмăртнă. Вăрнарти «Химик» 25 вăйă хыççăн чи нумай (62) очко пуçтарнă. Юлашки пĕр очкине вăл çак юнкун Шупашкарти «Волгăран» выляса илнĕ. Унсăр пуçне вăрнарсен малтан выляман пĕр вăйă пур. Тĕрлĕ турти кăтартусене илес пулсан, химиксем Шупашкарти «СК-Центр», Çĕмĕрлери Звезда» тата ытти вăйлă командăсене çĕнтернĕ. Çакă, паллах, футболистсен выляс ăсталăхĕ пысăк пулнипе çыхăннă. Паян командăра çирĕммĕн: О.Кизняков, Р.Мингазов, А.Грибоедов, А.Саламатов, Ю.Мещанов, В.Кудряшов, А.Петров, В.Кириллов, С.Васильев, Ю.Кудрявцев, А.Князев, А.Устимов, В.Степанов, А.Куприянов, О.Шуитов, Е.Мамайкин, Д.Куманьков, А.Гришанькин, А.Салмин, А.Гузачев. Команда начальникĕ - Евгений Захаров, тренерĕ - Александр Строганов. Командăна малалла аталантарма Мускаври «Август» фирма филиалĕ, «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционерсен уçă обществи укçа-тенкĕпе чылай пулăшать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика