Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Мила» уçăлчĕ

15 октября 2003 г.

«Мила» уçăлчĕПредпринимательсене аталанма май туса парас тĕлĕшпе республикăра ятарласа программа йышăннăччĕ. Пĕчĕк бизнес вăй илни пуриншĕн те усăллине халăх хăй те ăнланчĕ. - Тавтапуç çакнашкал илемлĕ лавккана уçакансене. Пире, ватă çынсене, çăкăр-тăвара, кĕрпе-çăнăха инçе утмасăрах туянма май пулни савăнтарать, - терĕç ветерансем кĕçнерникун Вăрнарти А.Иванов урамĕнчи 38-мĕш çурт çумĕнчи «Мила» çĕнĕ магазина уçнă вăхăтра. Тулашĕнчен çеç мар шала кĕрсен те илемлĕ кунта. Таварсене курăнмалла вырнаçтарса тухнă, витринăсем çинче кашниех хăйне кăмăла каякан çимĕçе суйласа илме пултарать. Райпо магазинĕсенчен пĕрре те кая мар, пачах урăхла, ирттерет те. Çакнашкал пысăках мар хăтлă лавккана Вăрнарта ĕçлесе пурăнакан Людмилăпа Юрий Ивановсем уçрĕç. Вĕсем иккĕшĕ те предприниматель, чылайранпа ăнăçлă вăй хураççĕ ку енĕпе. Поселокра темиçе киоск тытаççĕ. Кунашкалли вара пĕрремĕш, анчах юлашки мар. Советски урамĕнче йăла çуртĕнчен инçех мар çĕр лаптăкĕ уйăрса пама шантарчĕ Вăрнар поселок администраци пуçлăхĕ В.Львов. Ивановсене ĕçре Шупашкарта пурăнакан шăллĕ пулăшса пырать. - Предпринимательсем пурте çакăн пек илемлĕ, сăнĕпех тавар туянма илĕртсе чĕнекен лавккасем уçсан поселок тата ялсем те урăхланĕç, халăхăн культура шайĕ ÿсĕ,- терĕ Ягушов врач конфет-пĕремĕк туяннă май. Черетлĕ лавкка уçăлнăшăн мĕн шăв-шав çĕклемелли пур, тейĕ тепри. Сăлтавне вара чăннипех палăртма кăмăллă. Предпринимателлĕх районта аталанса пыни, пуçаруллă çынсем ытларах та ытларах тупăнни, вĕсем ĕçлеме вĕренсе çитни çинчен калать çак тĕслĕх. Пур ĕç те чунпа илеме, лайăххине туйса тимлесен ăнăçать. Ÿкерчĕкре: Вăрнар поселок администраци пуçлăхĕ Василий Львов «Мила» лавккана уçнă май ырă сăмахсем калать. Лавккара тăрăшакан сутăçсем тавар туянакансене хапăл тусах кĕтеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика