Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ăрупа çыхăну татăлмасть

04 октября 2008 г.

Ватăсене хисеплеме вĕрентес, ăрусем хушшинчи туслăха тăсас тĕллевпе Калининăри  вăтам шкулта йĕркеленĕ тĕл пулу ку тăрăхри чи хисеплĕ çынсене пуçтарнă. Зоя Александрова акă 43 çул вырăнти больницăра тимленĕ, 16 çул тĕп врачра. Сывă пурнăç йĕрки тавра та вăл калаçу ахальтен пуçарман. Пурнăç пурăнса курнă çын паянхи саманана мĕнлерех çынсем кирлине аван пĕлет.

Иван Матвеевпа Геннадий Сорокин «Правда» тата «Броневик» хуçалăхсенче 53-шер çул ĕçленĕ. Валериан Козлов 35 çул механизаторта. Паян ку  шкулта унăн пилĕк мăнукĕ вĕренеççĕ. Татьяна Ефимова директор çак йăхăн ырăлăхĕ çинчен çав тери кăмăлласа калаçрĕ. Ачисем аслашшĕ пекех ĕçчен, ăш-пиллĕ.

Лев Федоров 45 çул ачасене пĕлÿ парас ĕçре вăй хунă, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. Клавдия Костина 43 çул физкультура урокĕсене ертсе пынă, Зоя Тихонова 30 çул вырăс чĕлхине вĕрентнĕ.

Вĕсен сăмахĕнче, паллах, çивĕч ăс-тăнпа воспитани ыйтăвĕ мала тухнă. Тамара Вазанова ветврачпа 4-мĕш класс ачисем хушшинчи калаçу уйрăмах кăсăклă иртнĕ. Вĕренекенсем кĕçĕн туссене еплерех сипленипе кăсăкланнă.

6-мĕш «а» класра вĕренекенсем вара  тĕл пулăва сывлăхĕ хавшанине пула килеймен Иван Михайлович Михайлов патне килне çитнĕ, вак ĕçсене туса пулăшнă.

Уяв кунĕн тĕп уйрăмлăхне те палăртса хăвармалла, икĕ ăру тĕл пулу çĕр çинчи пур професси те кирлине палăртнă, чи кирли - çын  юратнă ĕçĕнче канлĕх, пурнăç вырăнне тупни.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика