Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрулми лайăх тупăш парать

08 октября 2003 г.

«Искра» ялхуçалăх производство кооперативĕ - çĕрулми лартса сахал мар тупăш илекен хуçалăхсенчен пĕри. Кăçал та аçăмçырмисем «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне пĕлтĕрхинчен чакарман, 70 гектар лартса хăварнă. Хуçалăхра çимĕç пуссисем пушаннă ĕнтĕ. Çĕрулмине пухса кĕртесси пĕр уйăха тăсăлнă. Ку ĕçе хуçалăх ĕçченĕсем, шкул ачисем, уйрăм çынсем хутшăннă, вĕсене куншăн 10 процент таран çĕрулми валеçеççĕ. - Çитмĕл гектар çинчен пĕтĕмпе 1900 тонна çĕрулми кăларса илтĕмĕр. Кашни гектар пуçне 200 центнер ытларах çимĕç тухрĕ. Ытти çулсенчи пекех вăрлăхлăх çителĕклĕ уйăрса хуратпăр, ытлашшине сутатпăр. Кăçал та «иккĕмĕш çăкăр» хуçалăх кассине самаях пуянлатать, 300 тоннине сутма май килчĕ ĕнтĕ. Туянакансем чылайăн, акă, коммерсантсем хăйсен транспорчĕпех тиесе каяççĕ. Унсăр пуçне Калининăри шкул-интерната 65 тонна, участок больницине 25 тонна çĕрулмипе тивĕçтертĕмĕр. Хальхи вăхăтра эпир çимĕçе тепĕр 800 тонна сутма хатĕр. Ăна вырнаçтарассишĕн тертленместпĕр, туянакансем кÿршĕ районсенчен те килеççĕ. Малтан çĕрулмине тăватă тенкĕпе сутрăмăр, каярахпа 20 пус йÿнетме тиврĕ, халĕ 3 тенкĕ те 50 пуспа туянаççĕ. «Удача» сортăн çимĕçĕсем шултра, çавна май ăна уйрăмах кăмăллаççĕ,- пĕлтерчĕ хуçалăх председателĕ Н.Аливанов. Выльăх кăшманне те кăларса пĕтернĕ хуçалăхра. Çывăх вăхăтра фермăсенче тирпей-илем кĕртессипе тимлеме палăртаççĕ, ĕçрен пушаннă техникăна тасатаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика