Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эх, техĕмлĕ-çке пылĕ!

16 августа 2008 г.

Семинар-канашлусем йĕркелени тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явма, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май парать. Ытларикун Вăрнарти 29-мĕш профессиллĕ училищĕне районти утарçăсем пухăннă.

Хурт-хăмăр ĕрчетесси кăткăс ĕç. Пыл нумай туса илес тесен вĕлле хурчĕсене лайăх пăхмалла. Вăрнарти ветеринари лабораторийĕн заведующийĕ Е.Анисимова сăмах илнĕ май пыл хурчĕсен чир-чĕрĕ пирки каласа панă. Вăл семинар-канашлăва килнисен чылай ыйтăвне хуравланă.

Утарçăсен яваплăхпа тимлĕх пирки пĕрре те манмалла мар. Вăрнар тата Элĕк районĕсен тĕп зоотехник-утарçи И.Федоров вĕлле хурчĕсем хĕл мĕнле каçнине пĕтĕмлетнĕ. Паллах, çитменлĕхсем те пулнă. Çавăнпа та И.Федоров кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра  тĕплĕн хатĕрлеме ыйтнă, сĕнÿ-канаш панă. Пыл хурчĕсем хĕл лайăх каçчăр тесе тăрăшакан утарçăсем тупăш илеçех.

Семинарта хурт-хăмăр ĕрчетессипе чылай çул тимлекенсем сăмах илнĕ. Акă, сăмахран, Вăрнар поселокĕнче пурăнакан Н.Афанасьев 1953 çултанпа утар тытать. Вăл залра пухăннисене хăйĕн опычĕпе паллаштарнă. Ытти утарçăсем те пахалăхлă пыл мĕнле туса илмелли çинчен каласа кăтартнă.

Пыл куравне йĕркелени утарçăсен ĕçне хаклама пулăшать. Жюри членĕсем 8 тĕрлĕ пыла тутанса пăхнă. Малти вырăнсене Л.Дормидонтов (Оттикăвă), В.Александров (Кивçурт Мăрат) тата 29-мĕш училище йышăннă.

Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçре лайăх кăтартусем тунисене палăртнă хыççăн утарçăсем тепĕр тĕл пулу  ирттересси пирки калаçса татăлнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика