Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха тĕрĕслени кирлĕ

16 августа 2008 г.

2008 çулта хушма диспансеризаци витĕр 815 ĕçлекен çыннăн тухмалла. Çичĕ уйăхра 304-шĕ хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Сывлăх сыхлавĕн «Вăрнар район тĕп больници» муниципаллă учрежденийĕн çак мероприятие ирттерме лицензи пур.

Диспансеризаци чухне çак ĕçсене пурнăçлаççĕ:

- сывлăха терапевт (участокри терапевт, пĕтĕмĕшле практика врачĕ), эндокринолог, хирург, невролог, офтальмолог, уролог (арçынсем валли), акушер-гинеколог (хĕрарăмсем валли) тĕрĕслеççĕ,

- 40 çултан иртнĕ арçынсемпе хĕрарăмсен юнне, шăкне лаборатори тĕпчевĕ валли илеççĕ,

- чĕрене электрокардиографи, сĕт парĕсене маммографи, кăкăр кăшкарне флюорографи тăваççĕ.

Диспансеризаци витĕр тухнисене сывлăхĕ мĕнлине кура çак ушкăнсене уйăрнă:

I ушкăн - сывă граждансем (64 çын).

II ушкăн - чир-чĕр малалла аталанас хăрушлăх пур граждансем (31-ĕн).

III ушкăн - амбулатори условийĕсенче сипленмелли тата диагноза тĕрĕсрех кăтартма тепĕр хут тĕрĕслев витĕр тухмалли граждансем (204-ĕн).

IV ушкăн - чир шала кайнăран учетра тăнине пула стационар условийĕсенче сипленмелли çынсем (5-ĕн).

V ушкăна лекекенсене - хаклă тата пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕ кирлĕ граждансене - тупса палăртман. Ĕçлекенсем ытларах куç тата унăн йĕкĕр органĕ (125 çын), юн çаврăнăш органĕсем (95 çын) чирленипе аптраççĕ. Çавăн пекех эндокрин системин чирĕсемпе, апатлану пăсăлнипе тата веществосен ылмашăвĕ улшăннипе 76 çын, шăмăпа мышца системи хавшанипе 69 çын асапланать.

Тĕпчевсем ирттернĕ хыççăн пĕтĕмĕшле практика врачĕ (е участокри врач) граждансен сывлăхне тимлĕ сăнать, профилактика мероприятийĕсем ирттерме кашни валли программа хатĕрлет, малалла сывалма направлени çырса парать. Шала кайнă чирпе асапланакансем - уйрăмах тимлĕхре. Енчен те çынна пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕ кирлĕ-тĕк унăн медицина документацийĕсене ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине ярса параççĕ. Кунта чирлĕ пациента пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ илме черете тăратаççĕ.

Хушма диспансеризаци ирттернĕшĕн районти тĕп больницăн расчетлă счечĕ çине 142,2 пин тенкĕ куçарнă.

Тăкак материалне, инструментсене 55 пин тенкĕлĕх илме палăртнă. Ытти укçине диспансеризаци ирттерме хутшăннă медицина ĕçченĕсене тÿлеççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика