Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕререн тав тăватăп

08 октября 2003 г.

Вăрнарти тĕп больницăри терапи уйрăмĕнче юсав ĕçĕсем пынă пирки Калининăри участок больницинче сывалма лекрĕ. Терапи уйрăмĕнче пĕрремĕш палатăра выртрăм. Тÿрех палăртмалла, питĕ лайăх тухтăр-сестрасем ĕçлеççĕ кунта. Чирлисене кăмăлсăррăн, хыттăн каланă пĕр сăмах та илтейместĕн вĕсенчен. Яланах вашават, ырă сунса калаçаççĕ. Палатăсене тасатса тирпейлекенсем, апат пĕçерсе çитерекенсем пирки те çакнах каламалла. Пĕр сăмахпа каласан, чирл ĕçын хăвăртрах сывалса ура çине тăтăр тесе хăйсенчен мĕн килнине йăлтах тăваççĕ. Халĕ эпĕ хама малтанхи пекех сывă та хаваслă туятăп. Чиртен хăтарнăшăн Нина Ильинична Федорова врача, Елена Алексеевна Петрова, Ирина Ильинична Якимова, Елена Николаевна Леонтьева, Светлана Валерьяновна Васильева медицина сестрисене, Мария Киселева, Раиса Васильева, Алевтина Игнатьева, Алевтина Кириллова санитаркăсене, кухньăра ĕçлекен Светлана Тимофеевана, Галина Григорьевана, Светлана Петрована чĕререн тав тăватăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика