Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçтарнă çĕртре мар, вараламан çĕртре таса

02 августа 2008 г.

Юнкун район пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвĕ паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă. Ун ĕçне райадминистрацин пай ертÿçисем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем тата ыт.те хутшăннă.

 

Халăх пурăнакан вырăна тирпей-илемпе хăтлăх кĕртессине район администрацийĕ тимлĕхре тытать. Депутатсен районти Пухăвĕ ку енĕпе ятарлă Правилăсем та йышăннăччĕ.

Шел, коллегин ку хутĕнче те хăш-пĕр асăрхаттарусем тума тивнĕ. Тепĕр тесен, ялсене тухса çÿренĕ май пĕрре мар асăрханă - вăл е ку поселенинче аяккарахри ялсем «манăçа тухнă». Уйрăмах çĕнĕ çул айăккисем çум-курăк ăшне путни питех пăшăрхантарать.

Паллах, коллегире асăннă хыççăн Йăлтăм çулĕ çын çÿллĕшне кармашнă мăянсенчен çуталĕ, Ершепуç ял поселенине кĕрекен ялсен урамĕсем çÿп-çапран тасалĕç, Вăрманкас-Мăньял Хапăсăн асфальтлă çулĕсен хĕрринчен йăлари çÿп-çапсем çухалчĕç... Яланлăха пултăр çеç.

Докладчикăн - райадминситрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн çумĕн Александр Борисовăн - хĕрÿллĕ сăмахĕсем залри ытти пуçăлăхсен чĕрине те витме тивĕç. Çавăн пекех вăл «Абызово» хуçалăхăн производство базин никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ «Ютон» фирма пластик бутылкăсемпе полиэтилен пакетсене пуçтарнине тепĕр хут аса илтернĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика