Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимсĕрлĕх – инкек патне хывăнакан çул

02 августа 2008 г.

Юнкун район пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвĕ паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă. Ун ĕçне райадминистрацин пай ертÿçисем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем тата ыт.те хутшăннă.

 

 

Производствăри инкексене асăрхаттарасси юлашки вăхăтра тăтăшрах та тăтăшрах калаçтарать. Паллах, сăлтавсăрах мар. Хăш-пĕр çынсем, ĕç сыхлавĕн правилисене пĕлсе тăрсах, вĕсене сĕмсĕррĕн пăсаççĕ. Тимсĕрлĕх вара - инкек патне илсе çитерекен çул.

Юлашки çулсенчи тĕслĕхсенех илер. Инкексен сăлтавĕсем ытларах механизаторсем руль умне ÿсĕрле ларнипе, яваплăха çухатнипе çыхăннă.

Республикăра, районта пулса иртнĕ инкексем ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсене çынсен сывлăхĕпе пурнăçне упрассине мала хума хистеççĕ. Халĕ, вырма вăхăчĕ пуçланнă май, пушшех те. Районĕпе илсен, чылай хуçалăхра уй-хире тухиччен ĕç сыхлавĕн вĕренĕвĕсене йĕркеленĕ, ĕçченесем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. «Санары» агрофирма, «Победа», «Хорнзор», «Янгорчино», «Броневик», «Гвардеец», «Знамя», К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсем, аш-какай комбиначĕ ку енĕпе ырă тĕслĕхре.

Техника сиенленнĕ тĕслĕхсем вырма тапхăрĕнче пушар хăрушсăрлăхне те ÿстерме хистеççĕ. Инкексене асăрхаттарассин мелĕсем витĕмлĕ те ансат пек: ĕç вырăнĕсенче инструктажсем ирттермелле, агрегатсене атечкăсемпе, огнетушительсемпе, шыв савăчĕсемпе тивĕçтермелле, механизаторсене ÿсĕрле техника умнее ларассине чармалла, дежурствăсем йĕркелемелле... Анчах вĕсене темшĕн пурте уясшăн маар. Чи кирли - ĕç çыннисен пуçлăхсемпе яваплă çынсем вĕрентсе каланине ăша хывса чи малтан хăйсен асăрханулăх çинчен манмалла мар.

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика