Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурса хутшăнчĕç

30 июля 2008 г.

Çемье çулне халалласа республикăра тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Вĕсене вăрнарсем те активлă хутшăнаççĕ.

Иртнĕ кĕçнерникун акă Çĕмĕрле хулинче инвалид-çемьесем хушшинче зонăри конкурс иртрĕ. Унта Çĕмĕрле хула тата район, Вăрнарпа Йĕпреç районĕсенчи çемьесем хутшăнчĕç.

Конкурсантсем хăйсен вăйĕпе ал ĕçĕсен куравне йĕркелерĕç. Вăрнар районне Бадановсен, Мясниковсен тата Агиловсен çемйисем хÿтĕлерĕç. Вĕсенчен кашниех хастар пулчĕ. Вероника Баданова акă илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ, Павел Агилов хăйĕн сăввисене çĕкленÿллĕн вуларĕ. Галина Мясниковапа Кристина хĕрĕ нумай ачаллă çемьере те пултарулăха аталантарма вăхăт пуррине çирĕплетсе пачĕç.

Вĕсене пурне те дипломсемпе чысларĕç. Бадановсем вара «Социаллă активлă çемье» номинацире çĕнтерчĕç.

Инвалид-çемьесене конкурса кайма «Август» Фирма» акционерсен хупă обществин «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ спонсорла пулăшу пачĕ. Тавах вĕсене.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика