Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулу ялан такăр пултăр!

30 июля 2008 г.

Ял пурнăçĕ хăй еккипе малалла шăвать. Кашни хăйĕн ĕçĕпе тăрăшать. Манăн атте Василий Леонтьевич Кустин Çавалкас ялĕнче çуралса ÿснĕ, çакăнтах пурăнать. Вăл Туçи Мăрат шкулĕнче автобус водителĕ пулса ĕçлет.

Икĕ теçетке ытла ĕнтĕ вăл руль умĕнче. Шкул автобусĕпе çиччĕмĕш çул ĕçлет. Хăйĕн ĕçне пĕтĕм чун-чĕререн пурнăçлать, яваплăх çинчен нихăçан та манмасть.

Туçи Мăрат шкулĕнче вĕренсе тухсан атте Канаш хулинче, кайран Кÿкĕç поселокĕнче водитель профессине апла илет. Ун хыççăн икĕ çул Казахстанра хĕсметре тăрать. Çар служби те унăн руль умĕнче иртнĕ. Салтакран таврăнсан Карл Маркс ячĕпе хисепленекен хуçалăхра водительте ĕçлеме пуçлать, каярах ăна ПАЗ автобус шанса параççĕ.

Ял халăхне района, хулана мĕн чухлĕ çÿремен-ши ман атте; Миçе çухрăм çул такăрлатнă-ши; Халĕ те кашни кунах савăнса ĕçе тухать. Вăхăтпа тĕрĕс усă курма пĕлет вăл. Ачасем ăна шанаççĕ, хисеплеççĕ. Ял-йышра та ырă ятра. Ăçта кăна çитмен пулĕ ачасемпе вăл: Хусан хули пин çул тултарнине халалланă ува, Чĕмпĕрти авиаклуба, Ленин музейне, Чулхулана. Пушкин музейне кума ятарласа Болдинăна кайнă. Дивеевăри çветтуй вырăнсене илсе çитернĕ. Шупашкара вара ачасем час-часах экскурсие кайса килеççĕ.

Ача евĕрех упрать автобуса атте, яланах юсавлă тытать. Эпĕ унпа чăннипех те мухтанатăп. Малашнехи пурнăçра та унăн çулĕ такăр, сывлăхĕ çирĕп пултăрччĕ. Ăнăçу, телей сунатăп, хаклă аттеçĕм!

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика