16:47 24 октября 2018 г.
2018 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Йĕпреç районĕн Пучинке вăтам шкулĕнче «Тăван чĕлхепе литература вĕрентĕвĕнчи ФГОсăн çĕнĕ технологийĕсем» темăпа стажировка иртрĕ. Стажировкăна Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн чӑваш чĕлхипе литератури кафедри йĕркелерĕ. Вăрнар районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем творчествăлла стажировкăна хастар хутшăнчĕç.
Пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене çӑкӑр-тӑварпа, сӑвӑ-юрӑпа кĕтсе илнĕ хыçсӑн хĕрÿ ĕç пуçланчĕ.
Р.Г.Ивановăпа Л.В.Миронова 8-мĕш класра «И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ» кăлтăрмач-шоу, И.Г. Семеновăпа И.И.Лукина 10 класра Сергей Ялавинăн «Çул çинче» калавра хускатнă çивĕч ыйтусем» темăпа уçă урок ирттерчĕç. Çавăн пекех Йĕпреç районĕнчи вĕрентекенсем те хăйсен паха опычĕпе паллаштарчĕç. Е.М.Михайлова, Л.Н.Клементьева тата З.А.Акчурина (Пучинке шкулĕ) «Чăвашлăха упрар» тата «Чăваш тĕрри» темăсемпе мастер-класс кăтартрĕç. Хăйсем ăсталанă чăваш тĕрриллĕ кĕписемпе хăнасен чунне тыткăнларĕç. Е.М.Михайловăпа Л.Н.Клементьева (Пучинке шкулĕ) ирттернĕ «Унăн ячĕ нихăçан та сÿнмĕ» литературăпа музыка композицийĕ пурин кăмăлне те хавхалантарчĕ. Пучинке шкулĕн вĕренекенĕсем вĕренме кăна мар, юрлама-ташлама та ӑста пулнине ĕнентерсе пачĕç, хӑйсен пултарулӑхĕпе тĕлĕнтерчĕç.
Уроксем хыççăн Вĕрентÿ институчĕн чӑваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Н.Г.Иванова ертсе пынипе иртнĕ калаçура урок ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç.
Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировка пуриншĕн те усăллă иртрĕ.
Вурнарский МО Чувашской Республики